Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт кăмăл-туйăма çĕклет…

07 сентября 2018 г.

Спорт кăмăл-туйăма çĕклет…

Районта халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа спорта юратма хавхалантарас енĕпе чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт çуралнă кунĕ умĕн ирттерет çуллен «Советская Чувашия» хаçат çăмăл атлетсен эстафетине. Район шайĕнче 80-мĕш хут пулчĕ вăл кăçал. 
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта А.Николаев летчик-космонавта халалланă мигинг иртнĕ. Хисеплĕ ентеше сума суса унти Астăвăм комплексĕнче çуллен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Пурăннă пулсан кăçал 89 çул тултаратчĕ паллă космонавт. Юлашкинчен Андриян Николаев вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хунă, вăл çуралнă çурта кĕрсе курнă.
Тăвай енре пурăнакансем йăлана кĕнĕ чупăва нумайăн хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке уçрĕ спорт уявне. Вăл пурне те ăшшăн саламларĕ, эстафетăра çитĕнÿ сунчĕ. ГТО нормине пурнăçланă Ирина Шулаевапа ?Тушкил/ Петр Петрова ылтăн паллăсем парса хавхалантарчĕ.
-Спорт кăмăл-туйăма çĕклет. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырăр. Спортпа туслă пулма пирĕн районта пур условисем те çителĕклĕ. Пурте çĕнтерÿ патне ăнтăлăр,-терĕ Владимир Алексеевич.
Хăш-пĕр çулсенче эстафета ирттернĕ чухне çумăр çăватчĕ. Кăçал вара çанталăкĕ те спортсменсемпе пĕрле савăнать, тÿпери сарă хĕвелĕ ăшă пайăркисемпе хăвăртрах старта тухма йыхравлать.
Культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Кооператорсем хăйсен таварĕсене сĕнчĕç. Медицина ĕçченĕсем васкавлă пулăшу пама хатĕр.
Акă, малтан «Спортпа туслă çемьесем» ?ашшĕ-амăшĕпе çичĕ çултан кĕçĕнрех ача/ ушкăнрисем дистанцие тухрĕç. «Хăвăртрах, хăвăнтан никама та ан ирттер!»-тесе кăшкăрма пуçларĕç çынсем. Аллисене çупса хавхалантаракансем те, пĕр вырăнта тапăртатса-сиксе тăракансем те пур вĕсен хушшинче. Кунта Михайловсен çемйи ?Тăрмăш/ çĕнтерчĕ, иккĕмĕшĕнче - Рожковсем ?Чутей/. «Николай Иванч, малалла!»-илтĕнсе кайрĕ кĕçех çывăхра. Аслăрах ачаллă çемьесем тупăшма пуçланă иккен. Чÿкçырминчи Сормовсем хăйсен ушкăнĕнче кăçал та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Яковлевсемпе ?Тĕмер/ Никифоровсем ?Элпуç/ юлашки икĕ вырăнне пайларĕç.
Çакăн хыççăн ветерансем хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç. Мĕн тетĕр; Кунта Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн команди иккĕмĕш çул хăйсенчен никама та ирттермерĕ. Тушкилти шкулта ĕçлекенсем - иккĕмĕш, кооператорсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Шкулсенче вĕренекенсен командисем хушшинче ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç, çамрăксем пурте çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕç. Тушкилти шкулти тăххăрмĕш класс таранчченхи спортсменсене çитекенни пулмарĕ хăйсен ушкăнĕнче. Тăвайсемпе мучарсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
11 класс таранчченхи ÿсĕмре те тушкилсем палăрчĕç, тăвайсемпе тăрмăшсем те призлă вырăнсене тухрĕç.
Пирĕн вĕрентекенсем спортра та маттур иккен. Кăçал вĕсен командисем хушшинче Тăвайри вăтам шкул учителĕсем пĕрремĕш вырăна никама та памарĕç. Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç ялĕсенчен килнисем те вĕсенчен юласшăнах пулмарĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çине улăхрĕç.
Ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем хушшинче вара пĕрремĕш вырăна тăвайсемпе çĕнĕпуянкассисем тухрĕç. Элпуçсемпе чутейсем кĕмĕлпе пăхăр медальсене илме тивĕçрĕç.
Кăçал район администрацийĕн пайĕсемпе федераллă тата республикăри ĕç тăвакан органсен уйрăмĕсенче ĕçлекен спортсменсенчен вĕрентÿ пайĕнчисем пысăк активлăх кăтартрĕç, мала тухрĕç. Дежурнăй службăра ĕçлекенсем - иккĕмĕш, финанс пайĕнчисем виççĕмĕш пулчĕç.
Тĕп ушкăнра пирĕн сывлăха сыхлакансем, больницăра ĕçлекенсем палăрчĕç, иккĕмĕш вырăнта – Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕн коллективĕ.
Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе кубоксем пачĕç. Харпăр хăй ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухнисене «Ял ĕçченĕ» хаçата 2019 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха тÿлевсĕр çырăнса парса чысларĕç.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика