Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăха хаклама хăнăхтараççĕ

28 сентября 2018 г.

Туслăха хаклама хăнăхтараççĕ

-Лилия Радиевна, манăн анне килчĕ, киле кайма юрать-и;-ыйтать Тăвайри «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденинчи «Смешарики» ушкăна çÿрекен хĕрача.
-Манăн çак машинăпа выляс килет.
-Вăл мана кÿрентерчĕ, - çапла чĕвĕл-тетеççĕ те чĕвĕлтетеççĕ тин кăна апат çисе сĕтел хушшинчен тухнă ачасем Л.Михайлова воспитательницăпа. Кашнине хăвăрт ти-вĕçтерет савăнăçлă пит-куçлă хĕрарăм.
-Тепĕр хут професси суйлама сĕннĕ пулсан ясли-садрах ĕçлеме килĕшеттĕр-и;-интереслентĕм эпĕ хĕрачасемпе арçын ачасем самантлăха шăпланнине туйса.
-Паллах,-пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ Лилия Радиевна. -Ырă кăмăллă 19 чун манăн. Çемьере тепĕр иккĕн çитĕнеççĕ. Эпĕ вĕсене питĕ юрататăп.
Професси уявĕ пирки сăмах пуçарсан вара, унăн куçĕсем тÿпери çăлтăрсем пек йăлкăшма тытăнчĕç.
«Эпир, районти шкулчченхи учрежденире тăрăшакансем, ответлă ĕç тăватпăр, пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытатпăр. Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ясли-садри коллектива Лариса Юрьевна Григорьева заведующи пĕлсе ертсе пырать, кунти воспитательницăсем пурте питĕ пултаруллă,-малтан ĕçтешĕсем пирки пĕлтерчĕ Л.Михайлова. Эпир калаçнă хушăра ачасем манран ютшăнмарĕç, фотоаппарата тытса пăхрĕ пĕри, арăк çине хăпарса ларма та хăюлăх çитерчĕ тепри тата ытти те.
Шупашкарти педагогика университетĕн-че психологипе педагогика факультетĕнче ачасене воспитани парас енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ Лилия Радиевна. Дипломлă пулсан районти диагностикăпа консультаци цен-трĕнче ĕçлеме пуçланă. 
«Ачасемпе çывăхрах ĕçлес килетчĕ»,-иртнĕ кунĕсене куçĕ умне кăларса калаçать çаврăнăçуллă воспитательница. Темиçе çул каялла вăл шкулчченхи учреждение ĕçлеме куçнă. Тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ «Смешарики» ушкăнра. Ашшĕ-амăшне те вĕсем пирки каласа кăтартнă ĕнтĕ ахăртнех пĕчĕккисем. Хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерессишĕн те тăрăшать Л.Михайлова, кăçал районти «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăннă вăл, иккĕмĕш вырăна тухнă. Анна Михайлова няньăпа Марина Петрова воспитательница пулăшаççĕ ăна ĕçре.
Лилияпа Алексей Михайловсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ тăххăрмĕш класра пĕлÿ пухать, ывăлĕ кăçал пуçласа парта хушшине ларнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика