Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăл-туйăм парнелерĕç

05 октября 2018 г.

Ырă кăмăл-туйăм парнелерĕç

Çитĕнекен ăрăва лайăх воспитани парса ÿстерес енĕпе аслă ăру çыннисем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе, тав сăмахне тивĕç.
«Асамат кĕперĕ» ача садĕнче ватă çынсен кунĕ ячĕпе уяв мероприятийĕсем иртрĕç. «Одуванчики» ушкăна çÿрекенсем те хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсене, кукашшĕ-кукамăшĕ-сене илемлĕ юрăсем шăрантарса, кулăшла сăвăсемпе саламларĕç. Хитре илемлетнĕ пысăк залра кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Хăйсен мăнукĕсемпе пĕрле «Погуляем под дождем», «Собери бабушке клубочки», «Убираем урожай» вăйăсене хавхалансах хутшăнчĕç. Çывăх çыннисене хăйсен аллипе ăсталанă парнесем парса савăнтарчĕç. Юлашкинчен вĕри чей ĕçме йыхравларĕç.
Çакăн пек тĕлпулусем ăрусен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшаççĕ, ачасене аслисене хисеплеме, пулăшма вĕрентеççĕ.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика