Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейпе библиотекăна - экскурсие

12 октября 2018 г.

Музейпе библиотекăна - экскурсие

Тăвайри шкулчченхи учрежденине çÿрекенсем нумаях пулмасть район центрĕнчи краеведени халăх музейĕнче пулчĕç. Пĕчĕк çынсене ăнланмалла каласа кăтартрĕç музей директорĕ В.Федоровпа С.Сергеева ялăн историйĕпе культури çинчен. Ачасем ĕлĕкхи экспонатсене, самолетсен моделĕсене кăсăкланса пăхрĕç. Пĕчĕк экскурсантсем компьютерпа телевизор умĕнче кăна мар, музейре те интереслĕ пулнине ăнланчĕç çапла. Музейре экскурсире пулни тăван ял çут çанталăкĕпе культурин пуянлăхне хаклама вĕрентет.
Унтан ясли-сада çÿрекенсемпе Л.Федорова библиотекарь «Ачалăхра юмахсем те чĕрĕлеççĕ» мероприяти йĕркелерĕ. Тĕрлĕ сăвăсем пĕрле вуларĕç малтан, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем çинчен пыракан калаçăва хутшăнчĕç. «Пирĕн юратнă юмахсем» кĕнекесен куравĕпе те кăсăклансах паллашрĕç пĕчĕккисем.
Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен Анастасия Ануфриева, Владислав Николаев, Роман Морозов «Тилĕпе сăрă кашкăр» юмаха черетпе хăйсем вуларĕç. Юлашкинчен тупмалли юмахсем тупрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика