Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен кашни çын асĕнче

12 октября 2018 г.

Вĕрентекен кашни çын асĕнче

Çыннăн пурнăç тăршшĕпех ăс-тăн пухмалла. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ аслисем те. Пĕлÿ паракан системăра шăпах вĕрентеççĕ тата лайăх воспитанипе тивĕçтереççĕ. Çыннăн пĕчĕкрен пуçласа пурнăç тăршшĕ-пех вĕренмелле тата çутта тухмалла.
Кăçал Раççейĕпе 15600000 вĕренекен классене кĕнĕ, 1800000 ача пуçласа парта хушшине ларнă. Çĕршывра халăхсем хушшинчи олимпиадăсенче ырă тĕслĕх кăтартакан ачасем хатĕрлекен центрсем те пур. Ку енĕпе пилĕк чи лайăх регионсен йышне Чăваш Республики те кĕрет. Пĕлтĕр астрономипе вĕрентмен пулин те, Чăваш Ен ачи асăннă предметпа ирттернĕ çĕршыври олимпиадăра палăрнă.
Пирĕн республикăри кăçал шкулсенче, колледжсенче, техникумсенче, университетсенче 2001,2 пин çын вĕренме пуçланă, пĕрремĕш класа тата курса каякансем - 30 ытла пин çын. 
Чăваш Енри вĕрентÿ системинче 10961 педагог ĕçлет, çав шутра 9540 учитель. Вĕсен 82,7 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур. Паянхи кун шкулсенче 35 çулчченхи çамрăк специалистсем - 16,7 процент (2016 çулта - 15,6 процент), хушма пĕлÿ паракан организацисенче 15,9 процент (2016 - 16,2 процент) чухлĕ ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра ялсенчи шкулсенче 5 пин вĕрентекен ĕçлет, вĕсенчен 35 çултан çамрăкраххисем - 10,5 процент.
Тăвай районĕнчи вĕрентÿ системинче пурĕ 162 педагог шутланать, шкулчченхи учрежденисенче 51 воспитатель ĕçлет. Педагогсенчен 25 проценчĕ чи аслă категориллĕ, хисеплĕ ятсем илнисем - 12 вĕрентекен. Педагог - пире ăс-тăн паракан, йĕрке-тирпее хăнăхтаракан, çитĕ-некен ăрăва воспитани паракан çын. Вĕсен пĕлĕвĕпе опычĕ, йăласен çыхăнулăхĕ тата çĕнетÿ кашни вĕренÿ учрежденийĕсен никĕсĕнче çирĕпленнĕ.
Кăçал районти шкулчченхи учреждени работникĕсен тата педагогсен кунĕсене иртнĕ эрнекун уявланă. Уява Тăвай енри вĕрентÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем пухăннă. Программăна пирĕн вĕрентÿ работникĕсен пĕрлештернĕ хорĕ уçнă. Ку коллектив республикăри учительсен V конкурсĕн зонăри этапĕнче мала тухнă. Тăвайри вăтам шкулти вĕрентекенсем «Чĕрене ачасене паратăп» вырăсла юрра шăрантарнине те кăмăлласах итленĕ пухăннисем. Вĕрентекенсене профессиллĕ уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, вĕрентÿ работникĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ В.Белова саламланă. Унтан ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнă работниксене тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарнă.
Валентина Чумышевапа (Тĕмер шкулĕ) Вера Владимирова (Çĕнĕ Пуянкасси) Чăваш Республикин Вĕ-рентÿ министерствин Хисеп грамотине, Мучар шкулĕнчи Фаина Афонина министерствăн Тавне тивĕçнĕ (сăн ÿкерчĕкре). 
Валентина Николаевна аслă шкул хыççăн ĕç çулне Тĕмерти вăтам шкулта пуçланă. 28 çул вăл вырăс чĕлхипе литература учителĕнче тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем нумай олимпиада, тĕрлĕ проектсен çĕнтерÿçисем. Хăй те професси ăсталăхне ÿстерсе тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Ĕçтешĕсем хушинче те, ял çинче те пысăк хисепре.
«Хама урăх ĕçре курма пултараймастăп»,- тет кăмăллăн Вера Васильевна, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн-че 27 çул физикăпа математика вĕрентекен. Аслă категориллĕ учитель вăл. Ачасене çак кăткăс предметсемпе интереслентерме уроксенче çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе усă курать. 
Фаина Валериановна ĕç ĕмĕрне кĕçĕн ÿсĕмри ачасене пĕлÿ парассине халалланă. Кашнин патнех чун уççи пур унăн. Пуçласа парта хушшине ларакансемшĕн чăннипех «иккĕмĕш» амăшĕ пулса тăнă. Пĕлÿ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума, ырăпа усала уйăрма, туслăха упрама, тĕрĕслĕхе мала хума вĕрентет. Нумаях пулмасть пултаруллă вĕрентекен 50 çул тултарчĕ, çавăнтан 29 çулне шкул ĕçĕнче вăл.
«Дуняша» ансамбль тата Юрий Катков юрăç пултарулăхĕпе паллашнă юлашкинчен учительсемпе воспитательсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика