Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Свияжск хулине кайса килчĕç

19 октября 2018 г.

Свияжск хулине кайса килчĕç

Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем çуллен пирĕн çĕршывăн историллĕ вырăнĕсенче пулаççĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Свияжск утрав-хулана çитсе курчĕç. Экскурси программи интереслĕ те пуян пулчĕ.
Ираида Иллариевна Кретинина пирĕнпе пĕрле çÿрерĕ, Свияжск илемĕпе паллашма пулăшрĕ. Свияжск - вырăс утравĕ - крепоçĕ. Икĕ юхан шыв ?Щука, Свияга/ пĕрлешнĕ вырăнта, Хусантан 30 çухрăмра вырнаçнă, туристсен лайăх аталаннă центрĕ шутланать. 1998 çултанпа утрава тата унăн хуралтисене халăхсем хушшинчи ЮНЕСКО организацин пĕтĕм тĕнчери пуянлăхне кĕртнĕ. Пĕрремĕш Герман архимандрит настоятель 1555 çулта тунă Успени мăнастирне кĕрсе курнă вĕренекенсем. Хусан епархийĕн мăнастирĕ-сенчен чи пуянни пулнă вăл, ХVIII ĕмĕр варринче 50 ял тата 10 пин çынлă халăх кĕнĕ унта.
Троицки чиркĕвĕнче Иван Грозный патша 1552 çулта Хусан çине тапăнас умĕн кĕлĕ тунă.
Ионн-Предтеченски мăнастирте те ачасене интереслĕ пулнă. Иван Грозный патша ХVI ĕмĕрте тутарнă ăна.
«Свияжск-утрав-хула» музей комплексĕн тĕп объекчĕсенчен пĕри - Свияжскри истори музейĕ 1838- 1840 çулсенче тунă тăватă çуртра вырнаçнă вăл. Тĕрме пулнă çурт та кашни çыннах кăсăклантарать.
Тăвайри вăтам шкулта вĕрентекенсем - Е.Г.Павловапа И.Г.Федотова илсе кайса килнĕ ачасене çакнашкал интереслĕ экскурсине.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика