Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çулне ачасемпе ĕçлессипе çыхăнтарнă

26 октября 2018 г.

Кун-çулне ачасемпе ĕçлессипе çыхăнтарнă

Тăрмăшри ача садĕнче Шупашкарти педагогика училищинчен пĕр вăхăтра вĕренсе тухнă виçĕ хĕр-юлташ тăрăшать. Надежда Григорьевна Ершова заведующи тивĕçне ăнăçлă пурнăçласа пырать. Любовь Николаевна Михайловапа Людмила Сергеевна Бараматова пĕр çулта, пĕр кунта ĕçлеме вырнаçнă ача садне. Ачасем вĕсене юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕ, ял çыннисем хисеплеççĕ.
Паянхи сăмахăм Людмила Сергеевна воспитательница пирки пулĕ. 32 çул ытла вăл ырă кулăпа ачасене кĕтсе илет. Хальхи вăхăтра аслă ушкăнпа ĕçлет. 20 ачаран вунпĕрĕшĕ çитес çул партăсем хушшине ларĕ. Галина Ильинична Адриановапа пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Шкулпа тачă çыхăну тытни те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ хатĕрленÿ ĕçĕнче. 
Малтанах Тăрмăш хĕрне направленипе Чутейри садике ĕçлеме янă. Кунтах Турă çырнине, çав вăхăтра Канашра ĕçлекен Леонид Бараматова тĕл пулнă. Çамрăк мăшăр Тăрмăшра çурт лартса тĕпленнĕ. Кил хуçалăхĕ пысăк вĕсен: выльăх нумай усраççĕ, хур-кăвакал, чăххи-чĕппи... Ывăлĕ контракт йĕркипе çар службинче.
«Ĕçчен те вăр-вар, сатур хĕрарăм»,-пĕлтерчĕç ĕçтешĕсем ун пирки. Кил хуçалăхри ĕçсене пуçтарма та, çынсен чунĕсене сиплес ĕçре ырми-канми тăрăшакан мăшăрне те пулăшма ĕлкĕрет Людмила Сергеевна. Кĕлĕсене хутшăнать, илемлĕ юрлать. Тăрмăшри тата Чутейри чиркÿсен настоятельне Леонид аттене районта нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Чиркÿре Вырсарни шкулĕ ĕçленипе кăмăллă Л.Бараматова, унта вĕренекенсем çÿреççĕ. Чутейре уçайман-ха.
«Людмила Сергеевна ачасене ăс-хакăл воспитанийĕ парасси çине уйрăм тимлĕх хурать. Наци йăли-йĕркисене те садикрех вĕрентме тытăнаççĕ. Паллă православи уявĕсене ирттерет шăпăрлансемпе. Вĕсемпе ял тата ытти уявсене хутшăнать. Хăй те, ачисем те тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ»,-терĕ райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.В.Иванова.
Кĕçĕн класра чухнех ĕмĕтленнĕ вăл воспитательница пулма. Палăртни пурнăçланнине, хăй суйланă ĕçпе савăннине пĕлтерчĕ. 
Пултаруллă хĕрарăма кăçал шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен професси уявĕнче Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика