Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ансамбль - Владимирта

16 ноября 2018 г.

Пирĕн ансамбль - Владимирта

Авалхи Владимир хулинче чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче «Содружество-2018» наци культурисен ачасемпе çамрăксен фестивалĕ иртнĕ. Конкурса Раççейри 33 регион хутшăннă: Буряти, Калмăк, Ингушети, Осети, Дагестан, Кабардино-Балкари, Хакаси республикисем, Ханты-Мансийск округĕ, Омск, Саратов, Ростов облаçĕсем, Камчатка крайĕ тата ыттисем.
Пирĕн районпа Чăваш Республики чысне асăннă мероприятире Тăвай енри «Тайна» ансамбль хÿтĕленĕ. Галина Никонова преподаватель ертсе пырать ăна. Е.Владимирова, Е.Иванова, М.Иванова, Д.Лап-такова, А.Петрова, Ю.Федотова вĕренекенсем В.Салихован «Ирхи юрă», Э.Табаевăн «Савнă ял» чăвашла юррисене вырăсла шăрантарнă. Вĕсене вырăсла Тăвайри клубсен пĕр-лештернĕ системин директорĕ А.Алексеева куçарнă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн пирĕн районти ачасен «Тайна» ансамблĕ, виççĕмĕш вырăна тухса, лауреат пулса тăнă. Вĕсене дипломпа статуэтка парса хавхалантарнă.
Ачасем Владимир хулинче экскурсире пулнă. XII ĕмĕрти архитектура палăкĕпе паллашнă. А.Боголюбов хăпартнă Успени соборĕнче тата ытти историллĕ вырăнсенче пулнă. Суздаль хулинчи экскурсие те хаваспах хутшăннă, пысăк сцена çинче интервью панă.
Владимирти фестивале кайса килни «Тайна» ансамбльти вĕренекенсене яланлăхах асра юлĕ. Аякри çула кайса килме пулăшнă ачасен ашшĕ-амăшне тав тăваççĕ йĕркелекенсем.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика