Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Хăнара - вулавăшра

13 ноября 2018 г.

Ачасене кĕнекене юратма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ку хутĕнче вулавăшра "Юмах" ача садĕнчи аслă ушкăна çỹрекенсем пулчĕç. Библиотекарьсем "Хĕвел ури" ушкăн ачисене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Литература фондĕнче шăпăрлансем хăйсене лабиринта лекнĕнех туйрĕç.

Вулавăшра ĕçлекенсем çитĕнекен ăрăва кĕнекепе усă курмалли йĕркесене ăнлантарса пачĕç. Ачасене уйрăмах вулав залĕнчи илемлĕ кĕнекесемпе журналсем тыткăнларĕç.

Библиотекарьсем шăпăрлансене юратнă писатель Корней Чуковский çырнă "Мойдодыр" произведение сасăпа вуласа пачĕç, викторина ирттерчĕç.

Вулавăшра хăнара пулни ачасене малашне кĕнекепе туслашма пулăшасса шанаççĕ аслисем.

А. ИГОЛКИНА, вулавăшри ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика