Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар чаçĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ

19 октября 2018 г.

Çар чаçĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ

Чылай чухне çар связисчĕсен уявĕ юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнине пурте пĕлсех те каймаççĕ. Моряксен, танкистсен, десантниксен, ракетчиксен, воин-интернационалистсен, летчиксен тата ытти çар çыннисен уяв кунĕ пирки пĕлеççĕ. 
Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче тĕрлĕ çар ушкăнĕнче службăра пулнă воинсем пирки сăн ÿкерчĕксемпе документсенчен ятарлă пысăк калăплă «На страже Родины» альбом йĕркеленĕ. Çак альбома тишкернĕ май 1977-1979 çулсенче Новосибирск хули çывăхĕн-че ПВО системинче связист пулса службăра тăнă Виталий Петров сержант, Енĕш Нăрваш каччи çинчен те материалсем пур. Çĕрпÿ- ри совхоз-техникумра электрификаци уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çар тивĕçне связист пулса пурнăçлама тÿр килнĕ ăна. 1978 çулхине ăна ПВО чаçĕн Хисеп грамотипе чысланă тата 10 кунлăха отпуск парса хавхалантарнă. 1979 çулхине вара Виталий Петрова 02438 номерлĕ çар чаçĕн ятарлă Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ тата тепĕр хут Хисеп грамоти парса чысланă. Ку вара чăннипех те пысăк чыс пулнă, мĕншĕн тесен çар чаçĕн Хисеп Кĕнекине ытларах офицерсене кĕртнĕ. Сержантăн, чăваш каччин ятне çак кĕнекене кĕртни питĕ сайра пулакан тĕслĕх. Демобилизаци йĕркипе яла таврăнсан В.Петровăн пĕтĕм ĕç биографийĕ тăван «Красная Чувашия» колхозпа çыхăннă. Ĕне тата сысна фермисенче механик пулнă вăл, 1986-1993 çулсенче - сĕт-çу ферми заведующийĕ, каярахпа каллех - фермăсенчи механизаци инженерĕ. 2010 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи юпа уйăхĕччен Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Халăх шаннă ăна çак пысăк яваплă ĕçе. Çав çулсенче ял территорийĕн- че çул-йĕр тăвассине, спорт юхăмне аталантарассине тата ял историпе çыхăннă кĕнекесем кăларассине пысăк тимлĕх хунă тата ытти те. 
Кăçалхи çу кунĕсенче Виталий Петров 60 çул тултарчĕ, анчах та вăл яланах ĕçре, халĕ «Красная Чувашия» ОООра агроном тата энергетик тивĕçĕсене тăрăшуллăн пурнăçласа пырать.
В.Петров «100 лет войскам ПВО страны» юбилей медальне те тивĕçнĕ. 
Виталий Васильевича эпир кулленхи ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр, обществăлла пурнăçра яланах ырă тĕслĕхлĕ пулса тăрăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика