Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр

09 ноября 2018 г.

Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр

Çапла çырса хунă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата унтан таврăнсан вилнисене асăнса Енĕш Нăрвашра лартнă палăк çине. Пирĕн умра автомат тытнă паттăр салтак тăрать. Унăн айккинче - паттăрлăх кăтартнисен списокĕ-сем, çывăхра сÿнми çулăм çунать, чечек çыххисем те пур. Вĕсене сăнанă май чунра темĕнле мăнаçлăх туйăмĕ хуçаланма пуçлать.
Акă, пĕрле еплерех чаплă ĕç туса ирттерчĕç Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакансем кĕске тапхăрта, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăкпа унăн тавра тĕплĕн çĕнетрĕç. «Ялсенче халăх пурăнакан вырăнсене социаллă тата инженери инфраструктурипе комплекслă тирпей-илем кĕртесси» проекта пурнăçласа тата çынсем пулăшнипе хăйсен ырă ĕçне юр çăвиччен вĕçлерĕç енĕшнăрвашсем. Сквера тирпейлеме 1543 пин тенкĕ хывнă бюджетран. Спонсорла пулăшупа вара вăрçа хутшăннисен, кайран пурнăçран уйрăлнисен списокĕсене гранит плитасем çине вырнаçтарма, сÿнми çулăмăн çăлтăрне тата газ парса тăракан системине çĕнĕрен улăштарма, çутă кăвак тĕслĕ чăрăшсем лартма май килнĕ.
Енĕш Нăрвашри вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк тавра эрешленĕ карта тытса çавăрнă, лапамне бетон плиткăсем хурса тухнă, ларса канма тенкелсем те пур, тавралăха каçхине хунарсем электроэнерги çутипе тивĕçтерсе тăраççĕ. Çывăхра интернационалла тивĕçĕсене пурнăçланисен паттăрлăхне асра тытса лартнă палăк та вырнаçтарнă.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров, музей заведующийĕ В.Петров, А.Иг-натьева вĕренекен хĕрлĕ хăйăва касрĕç кĕçех.
-Пирĕн ялта паян ĕмĕрлĕ-хе асра юлакан пулăм пулса иртет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пурнăçран уйрăлнисене асăнса йĕркеленĕ сквера çĕнетнĕ хыççăн уçрăмăр. Иртнине пĕлмен халăх пуласлăха тивĕçтереймест. Вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунисен, таврăнсан пурнăçран уйрăлнисен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн хăйсене шеллеменнисене çамрăксен яланах асра тытмалла,-терĕ Роман Артемьевич программăна уçса.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, музей заведующийĕ В.Петров, Енĕш Нăрвашри чиркÿ настоятелĕ Г.Петров, запасри подполковник В.Ефимов, районти ветерансен канашĕн председателĕ Р.Гурина, Е.Федоров предприниматель (подрядчик) тухса калаçрĕç, çитĕнекен ăрăвăн çĕршыв историне асра тытса мăнаçланмалли пирки палăртрĕç пурте, сквера тирпейлесе-тасатса тăма сĕнчĕç.
Пирĕнтен уйрăлса кайнисене асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç мероприятие пухăннисем. Салют та пачĕç çакăн хыççăн, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика