Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Сентти" конкурсра палăрнă

Чăваш Республикин Культура министерстви тата Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищи йĕркеленипе ноябрĕн 3-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăх юррисене юрлакансен Пĕтĕм Раççейри "Сентти" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Çамрăк талантсене тупса палăртас тата чăваш культурине упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса районти Ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕ Нелли Чубайкина та хутшăннă. Татьяна Зарубина ертсе пынипе тата Олег Сулейманов баянист пулăшнипе вăл чăвашла икĕ юрă юрланă, сумлă конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
09 ноября 2018
15:44
Поделиться