АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе

09 ноября 2018 г.

Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе

Кивĕ Пуянкассинчи магазин заведующине Ирина Захаровнана ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Кунта çынсене тĕрлĕ таварпа туллин тивĕçтернисĕр пуçне, халăхран сĕт, пахча çимĕç туянассине лайăх йĕркеленĕ. «Тăвайри кооператив» потребобщество ирттернĕ конкурсра пĕлтĕр çак ялти Надежда Красновапа Сергей Павлов çемйисем мала тухса, ятарлă сертификатсене тивĕçнĕччĕ.
«Кивĕ Пуянкасси лавккинче сиплĕ курăксем пухма ял çыннисене явăçтарассипе те пуçаруллă ĕçлеççĕ»,-терĕç потребобщество ертÿçисем. Ирина Витальевна ăсталăхĕнчен те, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе йĕркеленинчен те килет çитĕнÿсем тăвасси.
Ирина Захарова - çамрăк заведующисенчен пĕри. Суту-илÿре ĕçлеме пуçлани 10 çул çитет. Унăн ĕçтешне Елена Николаевна Алексеевана та ял-йыш хисеплет, 1981 çулта вăл магазинта ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ наградăсемпе хакланă вĕсен ĕçне.
Сутуçăсем ял çыннисем лавккана çÿренипе кăмăллă. Мĕншĕн тесен вĕсем ыйтнине тивĕçтерессине малти вырăна хураççĕ. Строительство материалĕ е сĕтел-пукан, ытти япала заказ парсан килех çитерсе параççĕ. Ирина Витальевна вулакансем «Ял ĕçченĕ» хаçата потребобщество магазинĕсем урлă çырăннин лайăх енне те палăртрĕ. Хаçат илме килсе таварне те туянмасăр каймаççĕ, терĕ. Халĕ ăна 20 çын илсе тăрать пулсан, тепĕр çур çул валли 11 çын подписка йĕркеленĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика