АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици сотрудникĕсем - сыхлăх хуралĕнче

09 ноября 2018 г.

Полици сотрудникĕсем - сыхлăх хуралĕнче

РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕн Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕн коллективĕ профессиллĕ уявне ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет. Асăннă йыша Вениамин Николаевич Обаськин ăнăçлă ертсе пырать. Унăн заместителĕ - Борис Сергеевич Борисов, хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвать.
Константин Захаров (Тăвай ял тăрăхĕ), Сергей Максимов (Тăрмăш, Чутей, Тĕмер), Александр Петров (Енĕш Нăрваш, Мучар), Николай Шамбулин (Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси), Рафаэль Мустафин (Йăнтăрчă, Тушкил) участоксенчи уполномоченнăйсем хăйсен территорийĕсенче тăтăшах пулаççĕ. Вĕсен ĕçĕсене Александр Федоров йĕркелесе тăрать.
Полици уйрăмĕнче хĕрарăмсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Наталия Краснова следователь, Ольга Афонина дознаватель, ачасемпе ĕçлекен инспектор Алина Жилкина, Наталия Петрушкова секретарь, Алина Матвеева штаб инспекторĕ, миграци службин Тăвайри пункчĕн ертÿçи Ирина Хайдуковапа Татьяна Константинова инспектор шанса панă ĕçсенче активлăхпа палăраççĕ.
Полицин ытти сотрудникĕсем те ăшă сăмаха тивĕçлĕ.
Вĕсен умĕнчи пысăк тĕллев - преступлени тунин хисепне пĕчĕклетесси, çулталăка ăнăçлă вĕçлесси.
Районти йĕркелĕх хуралçисене эпир професси уявĕпе саламлатпăр, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика