АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомол - манăн шăпа

09 ноября 2018 г.

Комсомол - манăн шăпа

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕршывра комсомолăн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă тунă. Чăваш Республикинче пурăнакансем те тĕрлĕ мероприятире пулса савăннă. Нумайăшĕшĕн комсомол кунĕ чи юратнă уявсенчен пĕри пулса тăрать. Тăвай енре те асăннă праçнике савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă.
Район центрĕнчи культура çуртĕнче чаплă концерт программипе паллаштарнă юрра-ташша юратакансем. Фойери ал ĕç ăстисен куравĕпе кăмăлласа паллашнă пухăннисем. Ветерансен хорне комсомол ретĕнче тăнисем çÿреççĕ, вĕсем хăйсен юррисемпе çав çулсен харсăрлăхне тепĕр хут куç умне кăларнă. «Ивушки», «Тăвай ен» ансамбльсем, Дианăпа Вячеслав Ефимовсем, Лариса Соловьева, Михаил Васильев юрă хыççăн юрă шăрантарнă. Çамрăклăх юррисем итлекенсен кăмăл-туйăмне хавхалантарнă.
Районти ветерансен ка- нашĕн председателĕ Р.Гу- рина, ВЛКСМ Тăвай рай-комĕн пĕрремĕш секретарĕ А.Иванов тата комсомол организацийĕсенче хăйсен харсăрлăхне кăтартнисем тухса калаçнă.
Енĕш Нăрваш ялĕнче «Комсомол - манăн çамрăклăх» программа йĕркеленĕ.
Малтан Енĕш Нăрваш ял тă-рăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров сăмах илнĕ, пухăннисене уявпа саламланă. З.Мижеева библиотекарь «Комсомол - манăн шăпа» викторина ирттернĕ. Унти ыйтусем комсомол историне аса илме пулăшнă. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем «Будь готов!» инсценировкăпа паллаштарнă. БАМ-ри комсомол стройкинче активлăх кăтартнă Ванда Петровна Ухова хăйĕн çамрăк чухнехи пурнăçне аса илнĕ, халĕ те упранакан комсомол билетне, ĕçленĕ чухне тивĕçлĕ пулнă значоксене тата çав вăхăтри сăн ÿкерчĕксене кăтартнă. Комсомол хăйсен пурнăçне ырă витĕм кÿни пирки те каласа кăтартнă ыттисем. Кайран çавра сĕтел хушшинче комсомол юррисене шăрантарнă, сăвăсем каланă, чей ĕçнĕ пĕрле

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика