Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕрхи вăрманта пултăмăр

Хĕвеллĕ ăшă кун эпир Мăн Ямаш çывăхĕнчи вăрмана, Çут çырма уçланкине класс ертÿçипе пĕрле экскурсие кайрăмăр. Хĕвел çуллахи пек йăл кулса пăхать, пирĕн кăмăла тивĕçтерет, хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине сапалать. Ылтăн кĕркунне вăрманта мĕн тери аван! Йĕри-тавра сарă, кĕрен, хăмăр тĕс куçа илĕртет. Сарă, кĕрен тутăр çыхнă хурăнсемпе вĕренесем пире алă çупсах кĕтсе илчĕç. Ăшă çилĕ вĕрнипе çулçисем шĕпĕлтетеççĕ, пĕр-пĕрин хушшинче темĕн пăшăлтатаççĕ. «Килĕрех, килĕр. Эпир сире яланах тарават», - теççĕ пулас. Вĕсене хирĕç сăмах хушмасăр чăтаймарăмăр,  кăмăлтан тав турăмăр.

Класс ертÿçи пире вăрмана сăнама, илемне курма вĕрентрĕ. Мĕн чухлĕ илем! Çав илеме курма пĕлмелле кăна иккен. Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хит-ре. Ура айĕнчи çулçă чăштăртатни те кăмăла çĕклет. Хурăн, вĕрене, пилеш, палан çулçисене пĕр çĕре пуçтаратăн та çÿлелле ывăтатăн. Сан тăрăх авкаланса çулçăсем çĕр çине вăраххăн ÿкеççĕ. Акă вăл ăçта савăнăç!? «Çулçă çумăрĕ» айĕнче питех те лайăх. Тулли кăмăлпа сывлатăн, уçă сывлăш чуна уçать.

Кунтах акă пилеш хăйĕн вут пек çимĕçĕсемпе мăнаçланса ларать. Китайка йывăççи те вĕтĕ çимĕçĕсемпе мухтанать. Вĕсем патне пымасăр чăтаймарăмăр, тутанса та пăхрăмăр. Вăрманта кăмпасем курăнсах каймаççĕ, мăйăрсем те тахçанах çĕр çине тăкăнса пĕтнĕ ĕнтĕ. Кайăк юррисем те илтĕнмеççĕ. Унта-кунта чакак чаклатни те, улатакка йывăç тăрринче таклаттарни çеç илтĕнет. Кĕрхи вăрманта класпа пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

Лилиана БАРАНОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 ноября 2018
09:19
Поделиться