Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тенире - тухтăрсем

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçлеттерес енĕпе условисене лайăхлатас тĕлĕшпе «Яла ырлăх» Пĕтĕм Раççейри проектĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна Раççейри Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Раççей çамрăкĕсем тата «Волонтер-медиксем» Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕ йĕркеленĕ. Çак проект Раççейри Ырă ĕç  тăвакансен çулталăкĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать.

Октябрĕн 27-мĕшĕнче медицина ĕçченĕсемпе Шупашкар хулинчи волонтерсем Тени салинче пулнă. Медицина енчен консультаци пулăшăвĕ пама тата информаци тĕлĕшĕнчен пĕлĕве тарăнлатма Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ клиника больницин, Стоматологи поликлиникин тата Элĕкри тĕп больницăн специалисчĕсем пынă. Кăмăл пуррисем кĕлетке йывăрăшне, çын çÿллĕшне тата артери пусăмне тĕрĕслеттернĕ, УЗИ-диагностикине те тунă. Сывлăха тĕрĕслеттернисĕр пуçне ял çыннисем Чăваш Енри «СПИД тата инфекци чирĕсен профилактики тата вĕсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен республика центрĕн» профилактика уйрăмĕн заведующийĕ Ирина Кочерева ирттернĕ калаçăва та хутшăннă.

Çавăн пекех шкул ачисене те тимлĕх уйăрнă медицина ĕçченĕсем. Тени шкулĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пулса стоматологи больницин тухтăрĕсемпе районти тĕп больницăн дерматовенерологĕ Презентаци кăтартса  лекци ирттернĕ.

Волонтер-медиксем те асăннă шкулта пулса вĕренекенсене тĕрлĕ чир-чĕр профилактики, сывă пурнăç йĕрки тата тĕрĕс апатланнин никĕсĕ çинчен каласа панă. Шăл тухтăрĕсем шкул ачисене гигиена тĕлĕшĕнчен ăнлантарнă.  Çавăн пекех пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ çинчен те пынă калаçу.

Хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă çĕрте те пулăшу кÿнĕ волонтерсем: ФАП пулмалли вырăнта йывăç-тĕме тата хыт-хурана тасатса тирпейленĕ.

«Пирĕн ял тăрăхне çакăн пек проект килни питĕ лайăх. Эпир хамăра тимлĕх уйăрнăшăн савăнатпăр. Нумайăшĕ хуларан килнĕ тухтăрсен пулăшăвĕпе усă курчĕ, сывлăхне тĕрĕслерĕ. Халĕ ĕнтĕ чĕре тытăмĕ мĕнле лару-тăрура пулнине те, мĕнле сывалмалли çинчен те пĕлеççĕ», - терĕ Тени тăрăхĕнче пурăнакан Галина Мурзакова.

А.Кириллова.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 ноября 2018
09:19
Поделиться