АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мастер-класс ирттернĕ

02 ноября 2018 г.

Мастер-класс ирттернĕ

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» тулли мар яваплăхлă обществăн тĕп врачĕ Юрий Зорин иртнĕ канмалли кун спорткомплекс стадионĕнче районта пурăнакансемпе Скандинави туйисемпе утассипе мастер-класс ирттернĕ.
Юрий Александрович ятарлă пĕлÿллĕ инструкторсемпе - Анжелика Евгеновапа, Валендина Видманпа, Наталия Безлюднаяпа пĕрле пухăннисене Скандинави туйисемпе тĕрĕс утма вĕрентнĕ. Пухăннисем вĕсем хыççăн хаваспах пурнăçланă тĕрлĕ хусканусене.
«Спортăн ку тĕслĕхĕпе пурте туслашма пултараççĕ. Аслă ăрури çынсем те, сывлăх енчен хавшакраххисем те, Скандинави туйисене илсе, суйласа илнĕ тÿрем вырăнти, çулпа утма тухма пулать. Çапла майпа хусканусем туни чĕрепе ÿпкесен ĕçлевне лайăхлатать, юн тымарĕсене çирĕп-летет, виçене чакарать, кĕлеткене тÿрлетет тата ытти те»,-тесе ăнлантарнă Наталия Валерьевна.
-Эпир Скандинави туйисемпе тахçанах туслашнă. Чир-чĕр пирĕнтен айккипе иртет, пĕчченлĕхе çĕнтерсех пыратпăр, кăмăл-туйăма çĕклетпĕр утма тухса,-шухăшне пĕлтернĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Ольга Шишова.
Районти куллен утакан ветерансен йышне хутшăнма ĕмĕтленекен Валентина Викторовна Егорована Скандинави туйисене парнелерĕ çакăн хыççăн Юрий Зорин врач. Пенсионерка ăна тав тунă ?сăн ÿкерчĕкре/. «Пирĕн сывлăх хамăрăн алăра»,-тесе палăртнă пухăннисем юлашкинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика