Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чир-чĕр пусарсан та кашни кунпа савăнать

Районта вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене сумлă юбилейĕсем ячĕпе РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе чысласси малалла та лайăх пулса пырать. Акă октябрĕн 29-мĕшĕнче районта пурăнакан Михаил Михайлович Агафонов хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, хăнасемпе тăванĕсенчен ăшă сăмахсем йышăннă.

Вăрçă çулĕсенче Михаил Агафонов хăйĕн тус-тантăшĕсемпе пĕрле иртен пуçласа мĕн каçчен колхозра вăй хунă. 1948 çулта вăл Совет çарĕн ретне тăнă. Çар тивĕçне малтанах Чита облаçĕнче пурнăçланă, полк шкулĕнче çулталăк вĕреннĕ. Сакăр уйăх хушшинчи ятарлă хатĕрлев хыççăн десантниксен ушкăнне Корейăна янă. 950-1953 çулсенчи Корейăри вăрçăра салтаксем сахал мар вилнĕ. Çак вăрçăра Совет Союзĕ те Çурçĕр Корейăна çар пулăшăвĕ панă. Десантниксене тĕплĕн суйланă: вĕсен çỹллĕшне пăхнă тата сăнĕ кореецсене аса илтермелле пулнă. Пин çынран çĕрĕшĕ кăна ушкăна лекнĕ. Вĕсен шутне Михаил Михайлович та кĕнĕ.

- Пире Корейăпа Китай чиккинчи Андунь хулине вăрттăн çитерчĕç, çийĕнчех кореецсен çи-пуçне тăхăнтартрĕç, наркăмăшпа тултарнă ампулăсем тата вут илтерекен хутăшлă флаконсем парса тухрĕç - вилнисене тата хамăра тĕп тума. Вилсен те тăшман аллине çакланмалла мар пулнă. Çавăн пекех бактери хĕç-пăшалĕнчен хỹтĕленмелли хатĕрсемпе тивĕçтерчĕç. Унччен кĕскен çак хĕç-пăшал пирки каласа пачĕç. Пĕчĕк банкăсене самолет çинчен парашютпа антараççĕ, çĕр çине çапăнсан вĕсем уçăлаççĕ. Унтан пинĕ-пинĕпе шăнасем вĕçсе тухаççĕ. Çак шăна çыртсан çын 3-5 кунтан вилет-мĕн. Корейăри врачсен сăмахĕпе, чир ертнĕ 100 çынтан 3-4-шĕ çеç чĕрĕ юлаять, - аса илет ветеран.

Пĕрремĕш наградăна Михаил Агафонов йывăр задание пурнăçланă хыççăн тивĕçнĕ. Вĕсен отрячĕн Çурçĕр Корейăри разведкăпа çыхăну татăлнă. Çыхăнăва йĕркелеме пĕр ушкăна янă. Вĕсем таврăнайман, иккĕмĕшĕн те çав кăтартăвах пулнă.

- Çавна пула задание пирĕн ушкăн илчĕ, - сăмахне тăсать Михаил Михайлович. - Пире граждансен çи-пуçне тăхăнтартрĕç, пĕрле çĕçĕ тата Корея гражданинĕн удостоверенине илме ирĕк пачĕç. Кирлĕ инструктаж илсен ăçта çитмеллине ăнлантарчĕç. Чĕрĕ юлнă пĕр разведчика кăна тĕл пултăмăр. Вăл пире тепĕр 4-5 кунран связной пĕлтерỹпе çитме кирлине каларĕ. Сывă таврăнса командование пĕлтертĕмĕр. Связной палăртнă вăхăта çитрĕ. Задание пурнăçларăмăр.

Демобилизаци хыççăн Михаил Агафонов тĕрлĕ çулсенче инструктор-ревизорта, Хĕрлĕ Чутай тата Вăрнар районĕсенчи хатĕрлев кантурĕн директорĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун ветеран Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. Чир-чĕр пусарнă пулин те, кашни кунпа савăнма пĕлет ватă.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
31 октября 2018
09:57
Поделиться