29 октября 2018 г.
Çитес кунсенче пирĕн республикăна куçса çỹ- рекен пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ çитĕ. Республика правительстви вĕсемпе Çĕрпỹ, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне тата пирĕн район больницисене тивĕçтересшĕн. "Урапаллă" ФАПсене Раççей Правительстви уйăрса панă укçапа туяннă. Миниполиклиникăсене "ПАЗ" автобуссем çинче вырнаçтарнă. Кунта ятарлă медоборудовани тата Интернета тухма пултаракан компьютерсем лартнă. Сеть пурри урăх регионсенчи врачсемпе çыхăну тытма май парать. ФАПсене юлашки хутчен тĕрĕслес ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăнчĕ: "Ял çыннисене тивĕçлĕ медицина условийĕсем туса парасси - Раççей Президенчĕ В. Путин Федераллă Пуху умĕнче вуланă докладра лартнă тĕллевсенчен пĕри. "Сывлăх сыхлавĕ" программа пулăшнипе эпир çитес çулсенче республикăри кашни район валли çакăн пек машинăсем туянасшăн",-терĕ Михаил Васильевич. 2021 çулччен Чăваш Ене тепĕр вунултă ФАП илсе килме планланă. Вĕсемсĕр пуçне республика маммографсемпе флюорографсем те туянĕ.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)