Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кама мешетлет?

Çул-йĕр паллисем мĕн тума кирлĕ-ха?  Тем тесен те ку ыйту хуравне тупма йывăрах мар. Вĕсем çул-йĕр çинче автотранспорт юхăмне йĕркелес, водительсемпе çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе кирлине ача сачĕн сукмакне такăрлатакан шĕвĕрккесем те аванах пĕлеççĕ. Анчах та хăш чухне çуран çÿрекене-ши е автотранспорт водителĕсене уйрăмах муниципалитет çинче шутланакан çулсем çинче ятарлă паллăсем усăсăр ларнăн туйăнаççĕ-тĕр? Те ĕçсĕр аптранăран, те килте пĕр-пĕр çĕрте усă курас тĕллевлĕ пулнăран вĕсене кăлара-кăлара каяççĕ. Нумаях пулмасть районти çулсем çинче черетлĕ тĕрĕслев ирттернĕ чухне каллех нормативсене тĕпе хурса вырнаçтарнă 7-8 çĕрте ятарлă паллăсем кăларса кайнине асăрхарăмăр. Асăннă паллăсене çĕнĕрен тума, вырнаçтарма каллех бюджет укçи-тенки кайнине, вĕсене çĕнĕрен тума тăкакланакан укçана урамсенчи, ытти çĕрти çулсене пăхса тăма, шăтăк-путăка саплама, урамсене тасатма ярсан тем пекех аван пулмаллаччĕ. Сăмах май, пĕр çул-йĕр паллин щитне хатĕрлеме вăтамран 700-900 тенкĕ тăкаклама тивет. Çулсеренех вара районти çулсене пăхса тăракан организацисем 30-40 çĕнĕ паллă вырнаçтараççĕ.

 Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмасăр иртейместĕп. Хăш-пĕр çамрăксемех ĕнтĕ темĕнле сăлтава пула ялсене палăртакан паллăсене сăрăпа сăрласа ячĕсене улăштараççĕ. Акă, сăмахран, Кивуй ялĕнче пурăнакансем хăйсен ялне çĕнĕ ят панă. Кивуйран «ЖИВОЙ» туса хунă.

Çул-йĕр паллисене пăсни е вуçех те кăларса илни çынсем суранланнипе çыхăннă инкек патне илсе çитерме пултарнине пурин те асра тытасчĕ.    

  Александр ТЕРЕНТЬЕВ,

 район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2018
10:20
Поделиться