АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи комсомолецсем

26 октября 2018 г.

Малтанхи комсомолецсем

Канаш хулинчи Свобода урамĕнче йывăçсем хушшинче пĕр палăк курăнса ларать. Ун çине вырнаçтарнă мрамор плита çинче: «Слава погибшим в борьбе за укрепление Советской власти в 1921 году» тесе 11 паттăрăн ячĕсене çырса хунă.
Вĕсенчен пĕри, çак тăванла масарта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупни - пирĕн ентеш, Вăрмар районĕнчи Тикашра çуралса ÿснĕ Иван Никифорович Кудрявцев. Вăл Никифор Васильевичпа Евдокия Васильевна Кудрявцевсен çемйинче 1900 çулхи августăн 24-мĕшĕнче çуралнă, ултă ачаран ?4 ывăлпа 2 хĕр/ чи асли пулнă.
Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн унăн питĕ малалла вĕренес килнĕ. Çав шутпа 10-11 çулсенчи ача пĕчченех пĕлнĕ-пĕлмен çулпа 20 çухрăмри Тăвайне тухса утать. Хĕрсе тырă вырнă вăхăт пулнă пирки ашшĕ ăна леçсе ярайман. Каймалли çула хут çине ÿкерсе парса янă. Ваня Кудрявцев унта икĕ класлă училищĕре вĕренме пуçланă.
Училище хыççăн вăл тата малалла ăнтăлать, Шăхранти ?Канаш/ учительсен семинарине кайса кĕрет, унтах комсомол ретне тăрать.
1919 çулта Иван Никифорович Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче учительте ĕçлеме тытăнать. Часах ăна Çĕрпÿ уесĕн-чи шкул работникĕсен профсоюз комитетне ĕçлеме куçараççĕ. Каярахпа вăл Шупашкарта облĕçтăвкомра пай пуçлăхĕ пулса тăрăшать.
Иван Кудрявцев питĕ пултаруллă, пуçаруллă çын пулнă. Семинаринче вĕреннĕ чухнех агитатор пулса пухусенче тухса калаçнă, ялсене кайса докладсем тунă. Юрлама юратнă, студентсен каçĕсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. «Шывра та путас çук, вутра та çунас çук пек туйăнатчĕ вăл»,-тенĕ ăна лайăх пĕлнĕ çынсем каярахпа.
1921 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕнче вăрлăх эрни пуçланнă. Тĕллевĕ - хресченсенчен вăрлăхлăх тырă пухса ăна çуракине тухиччен пĕрлешÿллĕ кĕлетсенче упрасси.
Вăрлăх эрнине йĕркеллĕ ирттерме парти обкомĕпе облĕçтăвком коммунистсемпе комсомолецсене явăçтарнă, вĕсене вулăссене янă, вулăсрисем ялсене кайнă. Иван Кудрявцева уполномоченнăй пулса Тăвай вулăсне каймалла тунă.
Совет влаçĕн тăшманĕсем хресченсене улталаса, хăратса хăйсем майлă çавăрнă, «вăрлăхлăх тырра турттарса илсе каяççĕ, уйсем акăнмасăр юлаççĕ»,-тесе элек сарнă, совет влаçне хирĕç сăтăрла ĕçсем тунă, коммунистсемпе комсомолецсене вĕлернĕ.
Кудрявцевпа Трофимовсем ?пиччĕшĕпе шăллĕ/ Тăвайĕнче пăлхав пулассине илтсен, пăлхавçăсене чарас шутпа январĕн 25-мĕшĕнче васкасах Тăвайне çитеççĕ. Вĕсем унта килессине тăшмансем малтанах пĕлнĕ, Кудрявцев ку тăрăхра час-часах пулнăран, ăна лайăх палланă. Тăвай ялне пырса кĕнĕ чухне вĕсене укăлча хапхи умĕнче сыхласа тăнă. Унтан хупăрласа илсе вĕсем çине вăрă-хурахла тапăннă, тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ.
Ревком Тăвайне çитсенех Кудрявцевпа Трофимовсен ÿчĕсене шăтăкран кăларнă. Сурин тухтăр акт çине çапла çырнă: «Виçĕ çын виллине пĕр-пĕринчен уйăрса илме çук, мĕншĕн тесен хытă хĕнесе асаплантарнипе те вĕсем шыçăнса кайнă тата юнланса пĕтнĕ, пит-куç сăнĕ юлман». Иван Кудрявцевăн ашшĕ, Никифор Васильевич, çав виçĕ вилĕрен хăйĕн ывăлне пал- ласа илеймен. Çак тискер ĕçе курсан ял халăхĕн чĕри вут пек çуннă.
Паттăрсене пытарма халăх нумай пуçтарăннă. Вĕсен ÿчĕсене Шăхрана ?Канаша/ ăсатнă чух гражданла панихида тунă.
И.Н.Кудрявцева, Г.Н.Трофимовпа унăн шăллĕне В.Н.Трофимова, Çĕрпÿ уесне кĕнĕ ытти вулăссенчи паттăррăн вилнĕ коммунистсемпе тата комсомолецсемпе пĕрле Канашри тăванла масара пытарнă. Вĕсене ĕмĕр асра тытма 1931 çулта вăл вырăнта палăк лартнă. 1975 çулта ăна реставраци тунă. Тимĕр-бетонран çĕнĕ палăк ?3,5 м/ çĕкленнĕ. Ун тавра эрешлĕ тимĕр карта тытнă.
Канашсем паттăрсене манăçа кăлармаççĕ, сăваплă вырăна пăхсах тăраççĕ.
Вăхăт малалла шăвать, çул хыççăн çул хыçа юлать. Апла пулин те çĕршыв пуласлăхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă кашни паттăр ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика