Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ыйту - тимлĕхре

19 октября 2018 г.

Кашни ыйту - тимлĕхре

ОКТЯБРĔН 17-мĕшĕнче республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Çак кун пирĕн районта ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Ермолаев, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени директорĕ В. Доброхотов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Т.Вашуркина пулчĕç. 
Информаци ушкăнĕ малтанах Н.Чувашов протоиерейпе - Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕпе тĕл пулчĕ, чиркỹ строительствин ĕçĕпе паллашрĕ тата ун территорине тирпей-илем кĕртес ыйтăва сỹтсе яврĕ. Николай атте ырă çынсем çĕнĕ чиркĕве куçас ĕçе хăвăртлатма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. 
Малалла информаци ушкăнĕ ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, унта хускатнă тĕрлĕ ыйту çине хурав пачĕ. Васан, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕсене те çитсе килчĕ, унта пурăнакансемпе курнăçрĕ. Тĕп хуларан килнисене уйрăмах çак ыйтусем интереслентерчĕç: çул-йĕр ĕçĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерни, пушар хăрушсăрлăхĕ, грипран вакцинаци прививкине вăхăтра тутарасси. Ял çыннисене пăшăрхантаракан кашни ыйту çинех тулли хурав пулчĕ, хăш-пĕр çивĕч ыйтăва вырăнта мĕнле татса панине вара тĕрĕслесех тăрĕç. 
А.МОРДВИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика