Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

19 октября 2018 г.

Çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Ытларикун Йăнтăрчăра пурăнакан-семшĕн пысăк уяв пулнă, ялта çĕнĕ ФАП уçăлнă. Асăннă объект паянхи кунпа килĕшÿллĕ, ăна кирлĕ медицина оборудованийĕсемпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Медицина процедурисене, вакцинацине, профилактика мероприятийĕсене хăтлă условисенче ирттерме пулать халь. Сусăр çынсене кĕме ятарлă пандус та тунă.
Йăнтăрчăсене саламлама Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов та килсе çитнĕ. Вăл пухăннисене яланах хастар, сывлăхлă пулма, сывă ачасем çитĕнтерме суннă.
Сывлăх ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен килнине, Чăваш Республикинче халăха спорта юратма, тĕрĕс апатланма, организма чир-чĕртен асăрханма хăнăхтарнине палăртнă.
-Паян сирĕншĕн пысăк уяв. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем лартасси ырă йăла пулса тăчĕ. Чăваш Ен ертÿçине, сывлăх сыхлав министерствине ялта пурăнакансене валли медицина пулăшăвне çывăхлатса панăшăн пысăк тав, çĕр ĕçченĕсен сывлăхĕшĕн тимленине эпир лайăх туйса тăратпăр,-тенĕ район тата администрацин пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке.
Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Татьяна Игнатьева та ăшă сăмахсем каланă, йăнтăрчăсене яланах сывлăхлă пулма, фельдшерпа акушер пунктне профилактика тĕллевĕпе кăна çÿреме сĕннĕ.
Йăнтăрчăри ФАП заведующийĕ Роза Михайлова чи аслă категориллĕ, асăннă отрасльте 29 çул ĕçлет. Роза Федоровна хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, ăна ял çыннисем хисеплеççĕ.
Çĕнĕ ФАП пурĕ 528 çынна тивĕçтерме пуçлать, çав шутра - 81 ача. Тăвайри больницăна çитме 8 çухрăм.
Раççей Президенчĕ Владимир Путинăн çĕршывра пурăнакансен сывлăхне упрамалли условисене тивĕçлĕ шая ÿстермелли тĕллевне пурнăçа кĕртсе пыраççĕ çапла.
Чăваш Енри ялсенче паянхи кунпа килĕшÿллĕ ФАПсем тăвас ĕç малалла тăсăлать, укçа-тенкине республика бюджетĕнчен уйăраççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ К.Никитинăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика