Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăлли çине куçатпăр

14 сентября 2018 г.

2019 çулхи январь уйăхĕччен çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнче пурăнакан халăх патне тÿлевсĕр цифрăллă хыпарлав çитет.

Çапла вара патшалăх хăй çине илнĕ пĕтĕм обязательствăна пурнăçланă теме юрать: вăл çĕршыв çĕнĕ формат çине ăнăçлă куçтăр тесе тĕп тăкаксене саплаштарнă. Паянхи кун тĕлне Раççейре цифрăллă эфир телекуравĕн инфратытăмне туса хурас енĕпе тĕнчери чи пысăк калăпăшлă программăна пурнăçа кĕртнĕ: 10 пине яхăн передатчик, 5 пин ытла объект тунă, çав шутран 3600-шне - çĕнĕрен. 2009-2017 çулсенче кунсерен вăтамран пĕрремĕш мультиплексăн 1,7 передатчикне ĕçе кĕртнĕ.

Ятарлă программа пурнăçланма тытăннă вăхăтра, 2009 çулта, çĕршыври халăхăн 44 проценчĕ тăватă телеканалтан ытла пăхайман, 25 процент - 1-2 телеканал çеç. Цифра çине куçнăранпа пирĕн граждансен 98,4 проценчĕ 20 телеканалпа, 3 радиоканалпа тÿлевсĕрех усă кураять - цифрăллă пахалăхпа. Урăхла каласан, каналсен шучĕ тÿлевлĕ пакетсенчи чухлех.

Халăхăн юлнă 1,6 проценчĕ те, цифрăллă сигнал çитеймен вырăнсенче пурăнакансене, 20 телеканалпа цифрăллă пахалăхпа пăхма спутник хыпарлавĕ урлă майсем туса параççĕ.

Цифрăллă эфир телекуравĕ икĕ мультиплексран тăрать. Пĕрремĕш мультиплекса Пĕтĕм Раççейри пурте курма пултаркан 10 телеканал кĕрет: «Первый канал», «Россия 1» «Матч ТВ», НТВ, «Петербург-5 канал», «Россия-Культура», «Россия-24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР-Москва» тата 3 радиоканал («Вести ФМ», «Радио России», «Радио Маяк»). Иккĕмĕш мультиплекса тепĕр 10 телеканал кĕрет («РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница!», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3»).

Телекуравçăсенчен нумайăшĕ «цифра» çине куçнă чухне нимĕнле улшăну та туймасть, мĕншĕн тесен халех цифрăллă пахалăхпа телекурав пăхать. Çав хушăрах регионсенчи телеканалсене малтанхи пекех аналоглă форматпа пăхма пулать: çак тĕллевпе цифрăллă приставкăри тивĕçлĕ кнопкăна куçармалла çеç. Цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе çыхăннă проект Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланса пырать.

Н.СМИРНОВА. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика