Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хÿхĕм ÿснĕ купăста пÿлмене кĕрет

12 октября 2018 г.

Сергей Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕн анлă уйĕ-хирĕнче ĕç шавĕ чарăнма та пĕлмест. Çăвĕпех çапла, пĕр ĕçе тепринчен хăварас йăла çук кунта. Хальхи вăхăтра кĕрхи ĕçсене хăвăртрах вĕçлес тĕллевпе тимлеççĕ.

Кивуй ялĕнчен иртсе Шуркасси еннелле тăсăлакан аслă çул хĕрринчи уйра - чăн-чăн ĕç кĕвви. Чылаях пысăк лаптăкра çĕр улми, купăста ÿстернĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» хĕрĕх гектара яхăн йышăннă. Кунти ĕç-хĕл вĕçленнĕ теме юрать. Ăнса пулнă çĕр улмине комбайнпа кăларнă. Хăватлă техника юлашки çаврăмсем тăватчĕ. Вăрлăх участокĕнчи ĕçе ятарласа каярах хăварнă. Çĕр улмин лайăхрах пиçсе çитмелле-çке. Тымар çимĕç çитес çул лартма лайăх упрантăр тенĕ.

- Пĕтĕмĕшле илсен, çĕр улми енĕпе ĕç ăнăçлă вĕçленчĕ. Ăна кăларнă хыççăнах сутассине те йĕркелерĕмĕр. Ăнса пулнă çимĕçе туянакансем те çийĕнчех тупăнчĕç.  Ăна пасар хакĕпе ăсатрăмăр, - пĕлтерчĕ Сергей Петрович фермерăн мăшăрĕ Галина Петровна.

Вăл хуçалăхра чăн-чăн пулăшуçă вырăннех ĕнтĕ. Мăшăрĕпе пĕрле алла-аллăн тытăнса вăй хунăран çĕнĕлле ĕçе вĕренсе, хăнăхса çитнĕ. Хастар хĕрарăм кирлĕ чухне ертÿçĕ тивĕçне те пурнăçлать. Халĕ те акă вăл уя, хĕрÿ ĕç пынă çĕре, çăмăл машинипе çитнĕ.

Хуçалăхра тырă-пулă, çĕр улми туса илнипе пĕрлех пахча çимĕç çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ултă гектар çинчи хĕрлĕ кăшмана пухса кĕртнĕ те ĕнтĕ. Черетре - купăста. Ку культура вăтăр гектара яхăн йышăнать. Унăн тÿп-тÿрĕ речĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тейĕн.

Галина Волкова палăртнă тăрăх, 1 километра яхăнах тăсăлаççĕ. Мĕнех калăн, лайăх пăхса ÿстернĕ пахча çимĕçе. Кăçал, çу кунĕсем типĕ килчĕç пулин те хÿхĕм çитĕннĕ купăста. Ана çинче çум курăк таврашне вуçех те кураймăн. Купăста пуçĕсем шап-шур та шултра, çирĕп.

- Сорчĕсем тĕрлĕрен пирĕн. Ытларах, паллах, лайăх хĕл каçаканнине, чылай вăхăт упранаканнине ÿстеретпĕр. Çав хушăрах хĕрлĕ пуçлă купăста, сĕтеклĕреххине, тăварлама лайăххине те туса илетпĕр, - хыпарларĕ тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ.

Пахча çимĕçе тухăçлă ÿстерме майсем пурри те куç кĕретех. Калчине таçтан аякран туянас йăла çук кунта. Ăна вырăнтах ÿстереççĕ. Лартма та алă вĕççĕн мар, техника вăйĕпе ĕçлеççĕ.

- Чир-чĕре, çум курăксене хирĕç кĕрешсе химилле препаратсемпе усă курма тиврĕ пулĕ, -  тетĕп Галина Петровнăна.

- Тĕрлĕ им-çама çимĕç çине сапса тултарас теместпĕр. Пирĕн тĕллев - экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци хатĕрлесси, - пулчĕ хурав.

Купăста тени шăвармасăр ÿсместех. Ку ĕçе йĕркелеме те майне тупнă хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Ана çинче «çумăр çутаракан» агрегат мăнаçлăн курăнать. Ăна ахаль лартманнине те палăртрĕ Галина Петровна. Куçса çÿрекенскер çăвĕпех çĕр улми, купăста, хĕрлĕ кăшман лаптăкĕсене пĕрĕхсе тăнă иккен. Шывне çывăхри шăнкăртатса выртакан юхан шывран илсе тăнă. Урăхла каласан, асамлăх тĕнчи хуçаланнă тейĕн уйра. Ахальтен мар пысăк тухăç илеççĕ те халĕ.

Ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелени, тăрăшуллă коллектив - пысăк ÿсĕм никĕсĕ. Çавă кĕрхи ĕçсенче те тĕп вырăнта. Купăста анинчен пысăк тиевлĕ тракторсем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Пĕтĕмпе - ултă агрегат. Вĕсен ĕçĕнче чăрмав ан пултăр тесе кашни тăрăшать. Пĕрисем купăстана касса хатĕрлеççĕ пулсан, теприсем хăвăрт тиессипе тимлеççĕ. Ĕçе çăмăллатма тăрăшни те палăрчĕ. Трактор прицепĕсене купăста турттарма ятарласа лутра маçтăрланă. Кашни çинех виçĕ контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене тиесе çитернипе пĕрлех трактор çула тухма васкать. Çапла пĕр вĕçĕмсĕр ĕç вĕрет. Такăр çул çине тухнă тракторсене автомашинăсем те пулăшма «васкаççĕ». Аслă çул çинчех тулли контейнерсене автомашина çине куçараççĕ. Алă вăйĕпе мар - погрузчикпа. Çапла автомашинăсем купăстана хуçалăхăн базине - пысăк склада турттараççĕ. Ырлăх-пурлăха упрама типтерлĕ вырнаçтарнă çĕрте те техника тĕп вăй. Паха çимĕçпе пÿлме тулсах пырать. Купăстана пухса кĕртессине те часах вĕçлеме палăртнă.

Уй-хир çаралать. Кăçалхи пысăк тухăçа алла илнипех ĕç вĕçленмест-ха.  Çитес çулхишĕн те тимлеççĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Кĕр тыррисене акса хăварассипе плана пурнăçланă. Кĕрхи тулă 150 гектар çинче пулĕ. Тавралăха каç сĕмĕ çапсан та - тракторсен шавĕ. Кĕрхи çĕртме сухине мĕнпур лаптăк çинче пурнăçлама палăртнă.

Хуçалăхра тăрăшакансене ĕç условийĕсем лайăххи савăнтарать, малалла тăрăшса ĕçлеме вăй-хал хушать. Шалупа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Столовăй ĕçлет. Ирина Игнатьева повар вара тутлă апат-çимĕç ăсти. Вăл хĕрÿ тапхăрта ĕçлекенсене вĕри апатпа уй-хире тухса тивĕçтерет.

 

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика