Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куравра курмалли нумай

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче паян ĕлĕкхи-авалхи япаласемпе, районăн паллă çыннисемпе кăна мар, Чукотка халăх художникĕн, Раççей Федерацийĕн художникĕсен союзĕн членĕн Вениамин Медведевăн картинисемпе те паллашма пулать. Вăл "Тĕнче хĕрри художник куçĕпе" курава Николай Овчинников художник 100 çул тултарнине халалланă.

В. Медведев ỹнерçĕ пирĕн ентеш, Анат Туçара 1948 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Пермь тăрăхĕнче иртнĕ. Вăл 400 ытла картина авторĕ. Пир çине ытларах çут çанталăк илемне сăнлама юратать. Çак тĕллевпех вăл 1980 çулсенче Чукоткăна çитнĕ. Хальхи вăхăтра художник Сĕнтĕрвăрринче пурăнать. Унăн картинисем музейре октябрь вĕçленичченех пулаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 октября 2018
10:19
Поделиться