Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спортра палăрнисене - энциклопедие

Район администрацийĕ 2019 çулхи Физкультурник кунĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕн спорт энциклопедине кăларасси пирки хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн оргкомитет йĕркеленĕ. Унта районти спорт ветеранĕсемсĕр пуçне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче пурăнакан ентешсене те кĕртнĕ. Секретарĕ пулма Р. Сафиуллова çирĕплетнĕ. Йĕркелỹ комитечĕ ларусене темиçе хутчен те пухăнчĕ ĕнтĕ. Вăл шутра Шупашкарта та. Ĕç планне туса ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитерчĕ.Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен вара графикпа килĕшỹллĕн оргкомитета вырăнсенчен паллă спортсменсем, тава тивĕçлĕ физкультура тата спорт ĕçченĕсем пирки материалсем кĕме тытăнмалла. Çавна май пирĕн корреспондент Р. Сафиулловпа тĕл пулчĕ, палăртнă ĕçсем пирки каласа пама ыйтрĕ.

_ Рифкать Загитович, энциклопедие кун çути кăтартасси камăн пуçарăвĕ пулчĕ-ши тата çак сумлă кĕнекене районтан камсем кĕме пултараççĕ?

_ Сăваплă ĕçе пуçараканĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов пулчĕ. Энциклопедие пĕрремĕш вырăна тухнă чемпионсемпе призерсем кĕрĕç:

1) Чăваш АССР, Чăваш Республикин, федераллă округсен, РСФСР тата Раççей Федерацийĕн, СССР, Европа, тĕнче чемпионачĕсенче, тупăшăвĕсенче мала тухнă арçынсем, хĕрарăмсем, арçын ачасемпе хĕрсем;2) сурдолимп, паралимп, хĕллехи, çуллахи, çамрăксен Олимп вăййисене хутшăннă чемпионсемпе призерсем;

3) тĕрлĕ шайри ирĕклĕ спорт обществин, çар чаçĕсен, çар округĕсен, çар вăййисен, Чăваш Енри, РСФСРти, Раççейри тата СССРти вĕренỹ заведенийĕсен ăмăртăвĕсен тата чемпионачĕсен çĕнтерỹçисем;

4) ЧАССР, Чăваш Республикин, Раççейĕн, СССРăн тава тивĕçлĕ тренерĕсем;

5) ЧАССР, Чăваш Республикин, Раççейĕн, СССРăн физкультурăпа спорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Энциклопедие пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе паллă спортсменĕсене кĕртме тăрăшмаллах.

_ Энциклопедие кĕртес тесен оргкомитета мĕнле материалсем тăратмалла-ха?

_ Сăн ỹкерчĕк, спортсмен ăçта тата хăçан çуралнине, ăçта вĕреннине, ĕçленине палăртмалла. Хăш çулта, ăçта çитĕнỹ тунине çырмалла. Миçемĕш вырăн йышăнни курăмлă пултăр. Командăпа ăмăртăва хутшăннă пулсан хăш йыша кĕнине кăтартмалла. Темиçе енлĕ ăмăртура çитĕнỹ тунă пулсан вĕсене те аса илмеллех. Мала тухнине çирĕплетекен документсем (диплом, Хисеп грамоти, грамота... пичетре çутатни) кирлех. Правительство наградисем пулсан - палăртмаллах. Документсене уйрăм папкăна хумалла. Оргкомитет вĕсене актпа йышăнса кайран каялла тавăрса парать.

_ Энциклопеди мĕнле ятпа тухĕ-ши? Материалсене мĕнле йĕркепе вырнаçтарĕç?

_ Паллă спортсменсене спорт дисциплинипе вырнаçтарма палăртнă. Кун пек чухне кĕнекере ентеше хăш страницăра шырамалли паллă пулĕ тата ытти те. Физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем пĕрле вырăн тупĕç. Энциклопеди ятне малтанласа палăртнă-ха, анчах татăклă мар. Çавăнпа та сирĕн сĕнĕвĕрсене 8 906 130 93 04 телефон номерĕпе кĕтетпĕр.

_ Ĕç ушкăнĕ ыйтнипе кĕнекене кĕме тивĕçлĕ спортсменсемпе тава тивĕçлĕ ĕçченсем ытти регионсенчен тăван яла килнĕ, çавах докуменчĕсене хăварасшăн мар пулсан мĕн тумалла?

_ Кирлĕ хутсене ксерокопи туса вырăнти ял тăрăхĕсенче çирĕплетмелле. Докуменчĕсене çухатнă спортсменсем те тĕл пулĕçех. Вĕсен вара оргкомитета хăйсен пымалла.

_ Тавах калаçушăн. Малашнехи ĕçĕрсем ăнса пыччăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 октября 2018
10:08
Поделиться