Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усĕм хыççăн ÿсĕм

17 октября 2018 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Александра Деверинская —пирĕн республикăри чи паллă спортсменсенчен пĕри.

Вăл 1981 çулта СССР чемпионатĕнче 5 километра утассипе пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ кăна мар, тĕнче рекордне те çĕнетнĕ.

Александра Тимофеевна пысăк спортра 1986 çулччен çитĕнÿсем тунă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра чăваш пики Японире Пĕтĕм тĕнчери универсиада чемпионки ятне çĕнсе илнĕ, çĕршыв, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче хăвăрт утас енĕпе тĕрлĕ йышши тăхăр медале тивĕçнĕ.

37 çул каялла аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнче, коопераци институтĕнче преподавательте, хăвăрт утакансен республикăри спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕм тĕнче категориллĕ судья пулнă май çĕршыв тата Европа чемпионачĕсене,Тĕнче кубокне ирттерме пулăшнă.

Александра Тимофеевнăн вĕренекенĕсен ретĕнче паян — тăван республикăн чапне çĕклекен вун-вунçăмăл атлет.

1994 çултанпа Аслă Арапуçĕнче Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн кроссменсен ăмăртăвĕсене йĕркелеççĕ. Кăçал та иртрĕ вăл. Унта 11 хулапа районтан 200 ытла çăмăл атлет хутшăнчĕ. Старта ватти-вĕтти тухрĕ.

Ветерансен ушкăнĕнче ăмăртнă Патăрьел районĕнчи сумлă асатте, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Валерий Салмин кăçал 73  çул тултарчĕ. Унпа пĕрле 500 тата 1000 метрлă дистанцие Аслă Пăлатăрăхĕнчи Терентий Давыдов, Николай Григорьев, Михаил Зайцев,СССР спорт мастерĕ Иван Киргизов, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Валентин Харитоновпа Илья Иванов тата Комсомольски районĕнчи Анатолий Давыдов тухрĕç. Пурте вĕсем малти вырăнсем йышăнса ăмăртусен наградисене тивĕçрĕç. Аслă çулти хĕрарăмсен ушкăнĕнче вара Аслă Арапуçĕнчи культура ĕçченĕ Розалия Ефимова уйрăмах палăрчĕ.

Çамрăк кроссменсен хушшинчете ытларах вырăнти спортсменсем палăрчĕç. Сăмах май, иртнĕ уйăхра Шупашкарти «Олимпийский»стадионта «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ юбилейлă 80-мĕш эстафетăллă чупура Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулăн туслă команди пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Халĕ акă тепĕ рçитĕнÿ: Александра Деверинская ентешĕсем пысăк кубока çĕнсе илчĕç.

Тĕрлĕ дистанцире хăнасем те парнесемсĕр юлмарĕç: хăйсен ушкăнĕсенче  çĕнтерсе ылтăн медале Шăмăршă районĕнчи Вячеслав Карпов, Çĕнĕ Шупашкарти Наталья Яшмановăпа Татьяна Шмакова, Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсем, Раççей спорчĕн мастерĕ Сергей Петров тата тĕнче спорт мастерĕ Надежда Мокеева тивĕçрĕç.

Вячеслав СИДОРОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика