16 октября 2018 г.
"Паттăр" ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹрекенсем Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинчи ăмăртусене хутшăнчĕç. Акватлон енĕпе ирттернĕ уçă чемпионатра хăйсен ушкăнĕсенче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти М. Сейфуллина, С. Кальметова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Фролова, О. Краснова пĕрремĕш, А. Горшков иккĕмĕш, В. Рубцовпа иккĕмĕш вăтам шкулти А. Андреев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çамрăк спортсменсене ăмăртусене С. Рубцовăпа В. Платонов тренер-преподавательсем хатĕрлеççĕ.
Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, парнесемпе, медальсемпе чысланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)