Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мĕн тери телей вăл -сăпкари ача сасси

ÇЕМЬЕНЕ йыш хутшăнни, ача çурални вăл -телей. Пĕрремĕш е иккĕмĕш, виççĕмĕш пепке çут тĕнчене килет, пĕрех чунра хăйне майлă савăнăç хуçаланать. Патăрьелĕнче пурăнакан Елисеевсем патне те çак кунсенче аист вĕçсе килнĕ: Алексейпе Ольгăн хĕр çуралнă. Пĕчĕкскере ашшĕпе амăшĕ юратса Ева ят панă. Чиперук район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче регистрациленĕ 250-мĕш пепке пулчĕ. Специалистсем çамрăк ашшĕне хĕрĕн пĕрремĕш документне -çуралнине ĕнентерекен хута -панă, ăшшăн саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 октября 2018
10:30
Поделиться