Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Участковăйшăн сасăлар

Октябрĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Халăх участковăйĕ - 2018" конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Конкурс финалне пĕрремĕш тапхăрта çĕнтернĕ полицейскисем хутшăнаççĕ.

Палăртмалла, унăн пĕрремĕш тапхăрне хĕрлĕчутайсем те хутшăннă. Граждансем вĕсен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллашма пултарчĕç. Çапла майпа районта конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр Сергей Герасимов тухнă. Халĕ вăл конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнать. Вăл октябрĕн 16-мĕшĕччен иртет. Уншăн Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи официаллă сайтĕнче сасăлама пулать.

Иккĕмĕш турăн кăтартăвĕсемпе Раççей ШĔМ-ĕн территорири органĕн чи лайăх участковăйĕ финала хутшăнĕ.

Районта пурăнакансене пурне те асăннă конкурса пĕрремĕш хут кăна мар хутшăнакан ентешĕмĕршĕн хастар сасăлама йыхравлатпăр.



"Пирěн пурнăç"
12 октября 2018
08:30
Поделиться