Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Октябрĕн 17-мĕшĕнче - Пĕрлехи информаци кунĕ

Çитес юнкун, октябрĕн 17-мĕшĕнче, черетлĕ Информаци кунĕ иртет. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ.

Унăн темисем:

- Чăваш Республикин территорийĕнче çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлани пирки;

- республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ирттерни çинчен;

- Чăваш Республикин территорийĕнче 2018-2019 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пирки;

- республикăра грипа хирĕç вакцинаци кампанине ирттересси çинчен.

Çав кунах граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.



"Пирěн пурнăç"
12 октября 2018
08:29
Поделиться