Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шĕмшеш Америкăра та пур

Ял епле пуçланса кайнă

Нумаях пулмасть Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕпе Александр Назаровпа килĕнче тĕл пулнă май калаçнă хушăрах ял историйĕ пирки ыйткаласа пĕлкелерĕм. Çапла вăл каласа панине тĕпе хурса тата архив материалĕсене тишкерсе ял çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартас терĕм.

Ăçтан тата хăçан килсе тухнă-ха ку тăрăха çынсем? Мĕншĕн ун пек калаççĕ çак яла? Хамăр çĕршывăн тата тĕнче карттисенче Шĕмшеш тесе çырни татах пур-и?

Çак ыйтусен тупсăмне шырас тесе кĕскен истори страницисене уçар-ха.

Ĕлĕк тахçан-тахçанхи ĕмĕрччен кунти çырма-çатраллă та шыв-шурлă çĕрсем çинче вăрман кашласа ỹснĕ çĕрте çынсем пурăнман темелле. XVIII ĕмĕрте вара ку тавраш пирки авалхи хутсенче асăнни пур. Унта çырни тăрăх, Элĕк районне кĕрекен Выл юханшывăн пĕр юппинче вырнаçнă Шĕмшеш ялĕнчен уйрăлса тухса йĕркелесе яни паллă. Çак тăрăхри хăш-пĕр ушкăнсем çук пурнăçран хăтăлас тесе тата власть хĕснине чăтайманнипе Сăр юханшывĕ еннелле хỹтлĕх шыраса тара-тара килнĕ.

Ял ячĕ пирки историксем тĕрлĕрен ăнлантарса çыраççĕ. Пĕрисем Выл шывне юхса тăракан Шумшеватка шывĕ ячĕпе панă теççĕ. "Шĕмшеш" чăваш сăмахĕ мар, вăл мари чĕлхинчен кĕнĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: Шĕм шĕвеш. Шĕм марилле - хура, шĕвеш авăрлă шыв юппи тенине пĕлтерет. Пĕтĕмĕшле вара - "хура авăрлă шыв юппи". Ĕлĕк шывсем тулли пулнă май çак юханшывра та авăрсем - шыв çаврăнăшĕсемпе тарăн вырăнсем - пулнах ĕнтĕ.

Иккĕмĕшсем вара ял Шумшева ятран пулнине çирĕплетеççĕ. Элĕк районĕнчи Шĕмшешри чиркỹ пупĕ Николай атте 1899 çулта çапла çырса хăварнă: "Основателем села был чувашин язычник Шумшева, имя которого и присвоено с прибавлением окончания "ши".

XIX ĕмĕрте ку ялтан Америкăна куçса кайнă çын та пулнă. Вăл индеецсемпе питĕ туслă пулнă. Вĕсем ăна хăйне майлă кĕскетсе Шум-Сэр тесе чĕннĕ. Вăл хăй пурăнакан вырăна уçăмлăрах Шумшева тесе ят панă. Çурçĕр Америкăра хастар чăваш сунарçи пурăннине эпĕ те тахçан вуланине астăватăп. Çавăнпа та ку халап чăн пулма пултарнă тесе шутлаççĕ.

Кăрмăш 550 çула яхăн чутайсемшĕн тĕп хула пулнă, кунти воеводăна пăхăнса тăнă. Пирĕн тăрăхра пĕрремĕш халăх çыравне 1719-1722 çулсенче ирттернĕ. Ку ĕçсене туса пыма вырăнти улпутсене хушнă. Лешĕсем çак ĕçе сỹрĕккĕн туса пынă май 1725 çулта патша салтакĕсене хутшăнтарса çырава тепĕр хут ирттернĕ.

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче документра Чутай Шĕмшешĕ пирки çапларах çырнă: "Деревня Суры-Шумшеваш, количество ясашных крещенных чуваш 344:351, от Курмыша 10 верст. Экономические примечания: Оная деревня при речке Шали и по обе стороны оврага безымянного".

1806 çулхи октябрьте Александр I император хушăвĕпе Кăрмăш уесĕнчи ялсем валли сăр тăрăхĕнче çаран çĕрсене усă курассине лайăхлатма хресченсене уйăрса панă. Çав шутра Туктамăш, Ваçкаçырми, Шĕмшеш ялĕсем пур.

1859 çулта Кăрмăш уесĕн пĕрремĕш карттине тунă. Ун чухне уесра чăваш ялĕсем 96 пулнă, вĕсен кĕске характеристикине палăртнă: "Шумшеваши при оврагах Сударь-Сирмы, Эрченеши-Синдах и Сиземы-Сирмы, 50 дворов, 203:221.

1897 çулхи Раççей çыравĕ тăрăх вара: "Шумшеваши при двух оврагах, 107 дворов, 616 человек, 3 х з м (хлебо-запасных магазина), 6 в м (ветряных мельниц)". Çавăн пекех хресченсем вĕренсем, тилхепесем явнă. Кашни килте тенĕ пекех чăпта çапнă, суту-илỹ тунă.

Çапла вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче Кăрмăш уесне кĕрекен ялсенче те ытти çĕрти пекех улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакă вăл 1861 çулта крепостла йĕркене пăрахăçланинчен те килнĕ.

Христос тĕнне йышăнсан шĕмшешсем Турра пуç тайма, чуна тасатма тата вăй-хăват илме Пантьăк чиркĕвне çỹренĕ. Çапах та хресченсен йывăр та хĕсĕк пурнăç пулнă май вĕсем улпутсене хирĕç пĕрре мар çĕкленнĕ. Степан Разин, Емельян Пугачев ертсе пыракан пăлхавсене хутшăннă, Этмен, Чаппан тата Кăрмăш пăлхавĕсенчен те аякра тăман. Çакна архивсенче упранакан чылай документ çирĕплетсе парать.

Йывăррăн пулин те - малаллах

1917 çулхи Октябрьти революци хумĕ пирĕн патра та анлă сарăлать. Чутай тăрăхĕнче пĕр çыхха пухса, пĕрлештерсе тăракан совет влаçĕ йĕркеленсен 1918 çулта Шĕмшешре те чухăнсен ялти комитетне туса хунă. Вăл ун чухне чи аслă власть тытăмĕ шутланнă май ялти пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме тытăнать.

Çав çулсенче çĕршывра гражданла вăрçă тапранса каять. Унта та пирĕн ентешсем хаяр çапăçусене хутшăнаççĕ. Çав çулăмлă тапхăрта Шĕмшешре çуралнă Илья Фондеркин та шурă поляксене хирĕç çапăçса, совет влаçне хỹтĕлесе паттăрлăх кăтартнă. Икĕ хут аманнăскер каллех строя тăрса тăшмана хăваланă. Вăрçăран таврăнсан хастар салтак чылай çул хушши тăван колхозра платникра, столярта, тимĕрçĕре тăрăшнă. Ял çыннисем ăна вăйлă та çирĕп пулнăран "Муромец" тесе чĕннĕ.

1929 çулта ялта пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçлеме тытăнать. Пирвай колхоза кĕрсен лашасене пĕрлештернĕ, каярахпа ĕне тата сурăх фермисене йĕркеленĕ.

1936 çулта колхоза ĕмĕрлĕхех çĕрпе усă курма патшалăх актне панă. Колхоз тĕрекленсе, вăй илсе пынă. Çав çулсенчех çĕнĕ шкул çуртне туса лартнă. Унта ялти ачасем хутла вĕренме çỹренĕ.

Анчах та мирлĕ пурнăçа вăрçă вут-çулăмĕ кĕрсе кайса пысăк хуйхă кỹрет. Ялтан Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă 63 çынран 19-шĕ килĕсене таврăнайман. Вĕсем малти фронтри хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă. Ялти Селянкинсен, Михеевсен, Тверсковсен, Шалтайкинсен, Богатеевсен çемйисен икшер-виçшер пĕртăван Аслă Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те йывăр пулнă пулин те халăх пуçне усман, уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх фермисен тупăшне ỹстерсе пынă. Ялта çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ, урамсем вăрăмланнă, радио тата электричество кĕртнĕ, лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ уçăлнă.

Ялтан тĕрлĕ çулсенче хастар та пултаруллă çынсем сахал мар тухнă. Чи малтисен ретне, паллах, И.Н.Яштайкина тăратмалла. Вăл Варшавăри университетра вĕреннĕ, филологи наукисен кандидачĕ. Чăваш автономи облаçĕн çутĕç пайĕн ертỹçинче, Чĕмпĕрти чăваш педагогика ин-ститучĕн ректорĕнче вăй хунă тата ытти вырăнта ĕçленĕ. Илья Ярабаевпа Владимир Немешкин та вĕрентỹ ĕçĕнче пысăк ỹсĕмсем тунă, патшалăх тытăмĕнче тăрăшса ырă ята тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Николай Ельмов чылай çул хушши хуçалăха ертсе пынă, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнă. Пысăк кил-йышлă Полозинсем, Михеевсем, Фондеркинсем, Назаровсем, Тверсковсем, Ярадаевсем, Быстровсем тата ыттисем те ял аталанăвне сахал мар тỹпе хывнă, патшалăха усăллă ĕçсемпе палăрнă.

Паян 133 кил-çуртлă виçĕ урам пĕр-пĕринпе çыхăнса çырма хĕррисемпе виçĕ çухрăма та тăсăлать. Кунта 310 ĕçчен те таса чун-чĕрепе пуян çын пурăннă май çĕнĕ хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ.

Паллах, ялти çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар. Уйрăмах ял тăрăхĕнче хуçасăр çĕрсем нумайланса пыни, тыр-пул вырăнне çумкурăкпа йывăç-тĕм пусса илни чунĕсене ыраттарать.

Шĕмшешре пурăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тăванлăх тымарĕсене упраса пурăнаççĕ. Çакă унăн пуласлăхне çĕнĕ вăй-хăват парать.

В.РОМАНОВ, таврапĕлỹçĕ.



"Пирěн пурнăç"
10 октября 2018
09:52
Поделиться