Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕшыв чĕлхисемпе калаçма вĕрентет

05 октября 2018 г.

Ĕнер районта Учительсен кунне халалланă уяв иртрĕ. Унта чылай вĕрентекен тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене тивĕçрĕ.

Професси уявне паллă тунă май хисепе тивĕçнисенчен пĕри вăл - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче француз тата акăлчан чĕлхисене вĕрентекен Валерий Алексеевич Ефимов.

Пĕрремĕш категориллĕ учителĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать, вĕсенчен 27 çулне вăл Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ачасене ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентессине панă. Валерий Алексеевичăн вĕренекенĕсем француз чĕлхипе район шайĕнчи олимпиадăра тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта пилĕк вĕренекен француз чĕлхипе республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăннă. Республика е çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ конкурс фестивальсенче те палăраççĕ унăн вĕренекенĕсем.

Валерий Ефимов ертсе пынипе шкул ачисем "Чувашия" фондăн "Шаг навстречу" социаллă проектне пурнăçа кĕртес ĕçе аткивлă хутшăнаççĕ. Вĕсем волонтерсен республика шайĕнчи "Çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине суйлать" конкурсне те хутшăннă.

Валерий Алексеевичăн выпускникĕсем аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ, çав шутра - ют чĕлхе факультечĕсене те. Алла диплом илнисем ют чĕлхе вĕрентеççĕ е куçаруçăра ĕçлеççĕ.

Ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçинче тимленĕ май Валерий Ефимов вĕренекенсем тата ĕçтешĕсем валли тăтăшах мастер-классем, пĕрлештернĕ уроксем ирттерет. Учительсем валли ирттерекен тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене хутшăнса педагог малти вырăнсене йышăнать. Кăçал вăл методика ĕçне хатĕрлесе республика шайĕнче виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Юлашки вăхăтра ачасене ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăра пуçларĕç. 2020 çулта выпускниксен пурин те хăйсем вĕреннĕ ют çĕршыв чĕлхипе экзамен тытмалла пулать.

"Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче француз чĕлхине 5-мĕш класа каякан 25 ача тата 9-мĕш классенчи 25 ача вĕренет, - палăртать Валерий Ефимов. - Хуть те мĕнле ют çĕршыв чĕлхипе те, акăлчан е француз, е тата урăх чĕлхе, экзамен тытма çăмăл мар. Çавăнпа та пирĕн паянхи вĕренекенсене 11-мĕш класа çитнĕ тĕле экзаменсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрмалла".

А.КАРПОВА. 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика