Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн сумлă ячĕ яланах асра

05 октября 2018 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен паллă çынсем нумайăн тухнă, вĕсенчен пĕри - П. Денисов.

Петр Владимирович Ишлĕре çуралнă. Хусанти В. И. Уль- янов ячĕллĕ патшалăх университечĕн выпускникĕ. Хусанти чĕлхе, литература тата истори филиалăн аспирантурине "СССР халăхĕсен этнографийĕ" специальноçпа пĕтернĕ. Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче наука сотрудникĕнче, Чăваш патшалăх издательствинче ĕçленĕ. 1962 çулта кандидат диссертацине хỹтĕленĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче, унтан И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хунă. П. Денисов 120 ытла наука ĕçĕсен, 11 монографи авторĕ. Вăл Чăваш АССРĕн наукин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта П. Денисов этнограф, истори наукисен докторĕ, профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ, культурологи докторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Васильев, истори наукисен докторĕ, профессор, ЧР тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ Л. Таймасов, ял çыннисемпе вĕренекенсем хутшăннă.

П. Денисовăн ĕç-хĕлĕпе хуларан килнĕ хăнасем паллаштарнă.

Шкул ачисем сăвăсем вуланă.

Ишлĕри культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен "Мерчен" ансамблĕ концерт кăтартнă.

Çавăн пекех килнисем Петр Владимирович Денисовăн кун-çулне сăнлакан стендпа, презентаципе паллашнă, йăх тымарне тĕпченĕ, шкул музейĕнче упранакан çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксен альбомне курнă.

Пĕлỹ çурчĕн директорĕ С. Едифанова çакăн пек мероприятисем питĕ кирлине, вĕсем ачасене ялтан, районтан тухнă паллă çынсемпе тĕплĕнрех паллашма май панине каланă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика