Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шахмат вăййи вăй илет

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче район чемпионне В.Калистратова асăнса шахматçăсен XIV турнирĕ иртнĕ. Унта аслисем те, çамрăксем те хаваспах хутшăннă.

Арçынсем хушшинче Евгений Сергеев (Хĕрлĕ Чутай) пĕрремĕш пулнă, Николай Сергеев (Мăн Этмен) - иккĕмĕш, Николай Кагайкин (Атнар) - виççĕмĕш.

Хĕрсем хушшинче пьедесталăн пур картлашкине те Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем йышăннă: Дарья Романова - пĕрремĕш, Яна Никифорова - иккĕмĕш, Елена Афанасьева - виççĕмĕш.

Каччăсем хушшинче те Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем малти вырăнсене йышăннă: Дмитрий Мерзлайкин - пĕрремĕш, Валерий Кудряшов - иккĕмĕш, Артем Чеченешкин - виççĕмĕш.

Хĕрачасем хушшинче Лилия Тунейкинана (Шулю шкулĕ) çитекенни пулман, Кристина Епифанова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - иккĕмĕш, Светлана Инедеркина (Шулю шкулĕ) - виççĕмĕш.

Арçын ачасем хушшинче малти вырăнсене тухнисем: Даниил Романов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Даниил Мокшин (Мăн Этмен шкулĕ), Эдуард Тарасов (Шулю шкулĕ).

Çавăн пекех çамрăк шахматçăсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Роман Алжейкин тата Екатерина Фадеева палăрнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
03 октября 2018
08:59
Поделиться