Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анаткасра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

03 октября 2018 г.

Анаткасра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Иртнĕ юнкун çанталăкĕ ăмăр тăчĕ пулин те Анаткас ялĕнче пурăнакансем çакна туймарĕç те тейĕн, кăнтăрла хыççăн ял центрĕнче капăр тумланнă, савăнăçпа тулнă халăх сахал мар пухăнчĕ. Сăлтавĕ чăнах та пысăк — торжествăлла лару-тăрура ялта пурте тахçанах кĕтнĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçрĕç.

Хальхи пурнăç шайĕпе туллин килĕшсе тăракан ФАП анаткассене кăна мар, Çитмĕш тата Ямпай ялĕсенче пурăнакансене те — 700 ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Халăхăн сывлăхне тимлесе тăма кунта пĕтĕм услови çителĕклĕ, çутă та хăтлă пÿлĕмсенче мĕнпур процедурăсене пурнăçлама сĕтел-пуканĕ те, тĕрлĕ оборудовани те пур.

Мероприятине илемлĕ юрă шăрантарса Чулкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» художествăлла пултарулăх коллективĕ уçрĕ. Унтан уява килнĕ хисеплĕ хăнасем сăмах илчĕç. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов пухăннисене пĕлтерĕшлĕ пулăм ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, Чăваш Енре халăха медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пуçарăвĕпе 2013 çултанпа республикăра хальхи йышши 179 фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнине, Анаткасри çĕнĕ ФАП Вăрмар районĕнче шучĕпе улттăмĕш пулнине каларĕ. Ку юлашки мар-ха, республикăри ФАПсене малалла та çĕнетсе пырассине пĕлтерчĕ. Сывлăх — чи хаклă пурлăх пулни, кашни çыннăнах хăйĕн сывлăхне упрамалли, кирлĕ чухне пулăшу илме медицина учрежденийĕсене пымалли, чиртен сыхланма профилактика ĕçĕсем ирттермелли, спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалли çине уйрăмах пусăм турĕ.

Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕ Д.Щепелев та саламлă сăмахсемпе тухса калаçрĕç, çĕнĕ ФАПа кĕске вăхăтра туса лартма май килнине, ФАПăн пĕлтерĕшĕ кунта пурăнакансемшĕн пысăк пулнине палăртрĕç.

Район больницин тĕп врачĕ Н.Мефодьева Чăваш Республикине тата Вăрмар районне ертсе пыракансене Анаткасра çакăн пек хăтлă ФАП туса лартма майне тупнăшăн, ку ĕçре пулăшу кÿнĕшĕн чунтанах тав турĕ, районта çĕнĕ ФАПсем татах уçăласса шаннине каларĕ.

Тухса калаçакансен сăмахĕсемпе килĕшсе пухăннисем тăвăллăн алă çупрĕç. Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăмахĕсене те хапăл туса йышăнчĕç. Леонид Геннадьевич Иванов ФАП строительствин кашни тапхăрĕ çинче чарăнса тăчĕ, таврари территорине ял тăрăхĕн администрацийĕ тата ял халăхĕ тăрăшнипе тирпей-илем кĕртнине пĕлтерчĕ. Ырă ĕçе хутшăннă мĕнпур çынсене, ĕçсене пурнăçлама хăйсен техникине парса пулăшнăшăн О.Порфирьева, С.Павлова, В.Аникина ятран каласа тав турĕ.

Халăх та савăнăçне пытараймарĕ, Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансен ячĕпе тав сăмахĕпе Ямпайĕнчи Н.Иванова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, тухса калаçрĕ, шкулта вĕренекен Камелия Захарова тухтăрсем çинчен сăвă каларĕ.

Малалла уява хутшăннă яваплă çынсем хĕрлĕ хăйăва касрĕç те /ÿкерчĕк çинче\ ФАП официаллă майпа уçăлнине пĕлтерчĕç. Унтан ФАП заведующийĕпе И.Игнатьевăпа пĕрле шала кĕрсе курчĕç.

                                                                                                                        И.ДАНИЛОВА.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика