Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур сăнар та - пурнăçран

28 сентября 2018 г.

Пур сăнар та - пурнăçран

ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ тĕл пулни яланах пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вĕсемпе курса калаçнă хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленет, ырă шухăшсем çуралаççĕ. 
Районти пĕрлештернĕ библиотекăра кĕркуннехи хĕрỹ ĕçсем вĕçленсенех тĕп хулари поэтсемпе писательсене йыхрав- ласа вулакансен конференцийĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Хальхинче пирĕн район хăнисем - Сергей Павлов тата Елен Нарпи прозаиксем пулчĕç. Вĕсен хайлавĕсене вулакансем юратса вулаççĕ. 
Тĕл пулăва ялти библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канури чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, пенсионерсем хутшăнчĕç. 
Сергей Лукиянович Павлов (Вĕскер) 1955 çулта Канаш районĕнче çуралса ỹснĕ. Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхипе литература уйрăмне пĕтернĕ хыççăн (1977ç) çыравçă ĕçне кỹлĕннĕ. Чăваш радио тата телевидени тытăмĕнче те вăй хунă, республикăри хаçатсемпе журналсен редакторĕнче те ĕçленĕ. Унăн повеçĕсемпе калавĕсем малтан «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче пичетленнĕ, каярах уйрăм кĕнекен те калăпланса тухма пуçланă: «Сĕлкĕш», «Сиплĕ çумăр», «Малтанхи утăмсем», «Юрату тумхахĕсем», «Тăм ỹкнĕ ир», «Тан таппи» тата ытти те. Халĕ вăл романсем те çырать. Ăста прозаик «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» тата «Чăваш Республикин халăх писателĕ» хисеплĕ ятсене, С.Элкер тата А.Талвир ячĕллĕ литература премисене тивĕçнĕ. 
«Манăн хайлаври сăнарсем пурте - пурнăçран,- тет вăл. - 90-мĕш çулсенче çĕршыв арканни мана халĕ те хумханта- рать, сĕлкĕше аса илтерет - «Сĕлкĕш» хайлав çапла çуралчĕ. Пурнăçра ăнланайманнине манăн хăшпĕр литература геройĕсем ĕненỹ, тĕн урлă та шыраççĕ - пурнăçра çапла мар-ха?». 
Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) Елчĕк районне кĕрекен Вырăскасси ялĕнче 1969 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех çырма юратнă. ЧПУри историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн ăна университетах ĕçлеме хăварнă. Студентсене чăваш тата турккă чĕлхисене вĕрентет доцент. Малтанхи статйисемпе калавĕсем «Тантăш» хаçатпа «Çил çунат» журналта пичетленнĕ. Каярах повеçĕсемпе калавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике» журналсенче кун çути курнă. Вулакансем хушшинче анлă сарăлнă хайлавсем: «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Чечексем çеçке тăксан», «Хĕл лариччен» повеçсем, «Çỹпçе тĕпĕнчи çылăх», «Троллейбус майри», «Шантал çинчи çурта çути» тата ытти калавсем. Унсăр пуçне вăл Чăваш наци телевиденийĕнче «Литература тĕпелĕ» передача ертсе пырать, куракансене интереслĕ çыравçăсемпе паллаштарать. 
- Пурнăçра малтан мала систерсе, асăрхаттарса тăракан япала пур. Темле асамлă туйăм вăл. Нимĕн те ахальтен килмест. Кашни хускану, пулăм малашлăхпа, çын кун-çулĕпе çыхăннă. Эпĕ те, ытти прозаиксем пекех, пурнăçа сăнама юрататăп. Çакă мана çырма материал парса тăрать, - тет Елена Петровна. 
Хăйне çыравçă пек туймасть вăл, ĕçĕсем «Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» ята çĕнсе илсен те. Чăннипе те питĕ çăмăллăн вуланаççĕ Е.Нарпи хайлавĕсем, унта хускатнă ыйтусем те тарăн, актуаллă. Л.Егорова библиотекарь унăн кĕнекисене халăх юратса вулани, анчах вĕсем библиотекăра çителĕксĕр пулни çинчен пăшăрханса калаçрĕ. 
Литература тĕл пулăвне çавăн пекех З.Головинская, А.Юманова педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, Е.Исметова, А.Савельева библиотекарьсем, пичет ветеранĕ П.Фомин активлă хутшăнчĕç, писательсен кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйту хускатрĕç, хайлавĕсене ырларĕç. 
Кăмăллă тĕл пулу вĕçĕнче «Пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕн» ертỹçи И.Тимофеева пурин ячĕпе те хăнасене аякри района килме май тупнăшăн тата асра юлакан тĕл пулушăн чун-чĕререн тав турĕ, творчествăра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика