Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹллĕ çемье - кил ăшши

28 сентября 2018 г.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси урам урлă каçасси мар. Кзыл Чишмара пурăнакан Шемсия Сафина пурнăçра хурапа шуррине, ыррипе усаллине сахал мар черетленĕ. Вуннăмĕш теçеткене ваклакан кинемей хыçа юлнă кунсене пурпĕрех начарпа аса илмест. "Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Пурнăçа йĕркелесси вара хамăртан килет",- лăпкăн çеç хутшăнать вăл.

Çак ялти Сафинсене тахçантанпах çывăх пĕлетĕп. Вăхăтĕнче 12-13 çул Кзыл Чишмара тĕрлĕ ĕçре тăрăшнăран чылай çемье маншăн çывăх. Шемсия Алиулловна пирки вара никам та усалпа аса илмест: ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă та тарават... Пуринпе те ăшă сăмах тупма пултарать. Пĕр килте 40 çул ытла пурăнакан Минсие кинĕпе ку таранччен харкашма мар, пĕр-пĕрне сивĕ куçпа та пăхман. Пĕри - амăшĕ, тепри хĕрĕ вырăнĕнче. Килĕшỹллĕ çемьере чăн-чăн кил ăшши упранать.

Шемсия аппа Кзыл Чишмана кỹршĕ ялтан - Çĕнĕ Чĕпкасран- качча килнĕ. Çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн вăл тỹрех "Кызыл тан" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Вунвиççĕри хĕрача аслисемпе юнашарах хуçалăх ĕçне хутшăннă. Каярахпа та вĕсенчен пăрăнса юлман: Улатăра окоп чавма та кайнă, чул пуçтарнă, кĕпер тунă... Вăрçă çулĕсенче пушшех йывăра килнĕ хĕр упраçсене. Вăкăрпа суха тунă, алăпа тырă вырнă, кĕлте çыхнă, тăпачăпа тырра çапса илнĕ вăхăтсене паян та лайăх ас тăвать кинемей. Выçăллă-тутăллă, пурлă-çуклă пурнăçа сыпăнтарма çăмăлах пулман хресчене. Апла пулин те ял çынни пурте çакнашкал тăрăшса ĕçленĕрен, йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа парăнтарса пынăран çăмăл мар вăрçă çулĕсене те аванах чăтса ирттернĕ.

Тăватă ача амăшĕ пурнăçăн пысăк пайне ĕçпе çыхăнтарнă. Хабибулла Санатулловичпа çемье çавăрнă хыççăн 1942 - 1952 çулсенче çамрăк кин хуçалăхра пăру пăхнă. Каярахпа вара "Ленинец" колхозра сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Кирек хăш коллективра та вăл тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе, пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнипе палăрнă. 1966 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех вара Шемсия Алиулловна Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче техничкăра ĕç стажне малалла тăснă.

Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕтернĕ Сафинсем. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă темелле. Паян хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ Халил ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кил-тĕреш хăтлă та капăр, хуçалăх тĕреклĕ.

- Хама 95 çулхи пек те туймастăп. Паянхи ырлăх пурнăçра унчченхи йывăр вăхăтсем пулман та пек туйăнаççĕ. Тавах патшалăха пирĕн пек ватăсене сума сунăшăн, хисепленĕшĕн. Ачасемпе мăнуксене вара пурне те чунтанах пехил...- тет кăмăлтан ватă эпи çемье архивĕнче типтерлĕн упранакан наградăсемпе паллаштарнă май. Вĕсем ĕç ветеранĕн çителĕклех. Тăрăшуллă та пултаруллă ĕçшĕн хак панă медалĕсемпе Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене вăл вăхăтран-вăхăта иртнĕ пурнăçа аса илме тенĕ евĕр, сунтăхран кăлара-кăлара та пăхать. Унта унăн мĕн пур кун-çулĕ çырăннă-çке!..

П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика