Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансем - эстафетăра

Çулсеренех сентябрь уйăхĕнче Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем спортпа сывлăх спартакиадине хутшăнаççĕ. Уйрăмах кĕркунне çăмăл атлетсен эстафети иртет.

Иртнĕ кунсенче Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи «Олимпийски» стадион спортсменсене пуçтарнă. Ăмăртăва тухнисене Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ тата потребкоопераципе предпринимательство ĕçченĕсен Чăваш Республикин профсоюзĕн председателĕ Надежда Гамоля саламланă. Валерий Михайлович физкультурăпа спорт занятийĕсем ĕç коллективĕсене туслашма тата ĕçе пĕрле тата ăнăçлă пурнăçлама вăй-хал парать. Вăл Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвĕсен кăçалхи иккĕмĕш кварталти пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăвашпотребсоюз пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Чăвашпотребсоюз çĕршыври потребсоюзăн 70 ытла регионĕ хушшинче пĕрлехи ĕç-хĕле аталантарнăшăн мала тухнă. Муркаш тата Ишлей райповĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вĕсем виçĕ пине яхăн районсенчи потребительсен обществисен йышĕнче 2018 çулхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе палăрнă.

Эстафета яланхи йăла тăрăх, VIP-чупуран пуçланнă. Вăрăмах мар дистанцие канашсен, потребительсен обществин правленийĕсен тата профком председателĕсем парăнтарнă. Ун хыççăн старта ветерансен командисем тухнă. Кунта 55 çултан аслă хĕрарăмсемпе 60-тан иртнĕ арçынсем ăмăртнă.

Анчах та çăмăл атлетсен эстафетинче чупнă командисен кăтартăвĕсем тата та курăмлăрах пулнă. Унта 22 команда хутшăннă. Кашни ушкăнрах - виçĕ арçын тата виçĕ хĕрарăм. Вĕсен йышĕнче Элĕк райповĕ те мала тухассишĕн тăрăшнă. Апла пулин те çĕнтерÿçĕ ятне Хĕрлĕ Чутай райповĕ илнĕ, иккĕмĕш вырăна Элĕксем тухнă. Çĕнтерÿçĕсене Чăвашпотребсоюз Канашĕн дипломĕпе, рескĕпе тата укçа сертификачĕпе чысланă.    

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2018
11:45
Поделиться