Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Викторинăра палăрнă

Пĕтĕм Раççейри С.А.Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематографи институчĕ 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ "24 кадр" викторинăна пĕтĕмлетнĕ. Викторина кăçалхи июнĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен пынă. Унăн тĕллевĕ - совет кинорежиссерĕн, киноактерĕн, сценаристăн, драматургăн, педагогăн, ВГИК профессорĕн биографийĕпе паллаштарасси, çамрăксене хушма литература вулассине явăçтарасси.

Викторинăна районти шкулсенчи ултă вĕренекен те хутшăннă. Вĕсем "24 кадр" викторинăра çĕнтерме пултарнă: Питĕркасси шкулĕнчи Д.Михопарова, Ю.Канцеляров, А.Морякова, Д.Филиппов, Д.Сядайкина тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи А.Ярабаев.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
26 сентября 2018
13:15
Поделиться