Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене чунтан юратнăран

26 сентября 2018 г.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Воспитательсен тата шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти ача сачĕсенче пултаруллă та маттур, опытлă воспитательсем вăй хураççĕ, вĕ сенчен пĕри - "Пилеш" ача садĕнчи Людмила Александровна Герасимова.

Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлеме çăмăл мар. Ача садне çỹрекен кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма, вĕсен интересĕсене шута илме, пултарулăхĕсене тупса палăртма пĕлмелле. Паянхи кун шкула хатĕрленекен ушкăнри ачасемпе ĕçлекен Людмила Герасимова вĕсемшĕн чунне пама хатĕр, хăйĕнпе кун ирттерекен ачасемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Ачасем те ăна чунтан юратаççĕ.

Пысăк опытлă воспитатель - унăн педагогикăри ĕç стажĕ 29 çулпа танлашать - ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ тата воспитани парассипе тăрăшать. Кашни ачан кăмăлне, уйрăмлăхне астуса ĕçлет, ĕçтешĕсемпе, ашшĕ-амăшĕпе канашлать.

Ушкăнри ачасемпе Людмила Александровна уйрăмах физкультура енĕпе тимлет. Спортпа туслă пулни ачасене пысăк усă кỹнине юлашки çулсенче ушкăнри шăпăрлансен сывлăхĕ палăрмаллах лайăхланса пыни те кăтартса парать.

Людмила Герасимова ушкăнри ачасемпе район шайĕнче иртекен тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнать. "Ташă калейдоскопĕ" хореографи фестивальне, "Урам вăййисем" фольклор фестивальне хутшăнса ачасем хăйсен пултарулăхне, ташă-юрăри ăсталăхне кăтартса параççĕ. Людмила Александровна пулăшнипе унăн ушкăнне çỹрекен ачасем район, республика шайĕнчи ытти конкурссене уйрăммăн хутшăнса та палăраççĕ.

Педагог хăй те професси ăсталăхĕн тĕрлĕ конкурсĕсенчен аякра юлмасть, вĕсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать, малти вырăнсене йышăнать.

Педагогсен çулсерен иртекен августри конференцийĕнче кăçал ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçе тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Людмила Герасимована Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика