Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт тỹсĕмлисене, хăйне парăннисене юратать

25 сентября 2018 г.

Спорт тỹсĕмлисене, хăйне парăннисене юратать

Василий Каримовăн ячĕ сентябрĕн 15-мĕшĕнчи Дуатлон чемпионачĕ хыççăн çĕршывĕпех сарăлчĕ. 104-мĕш номерпе чупакан 38 çулти спортсмен-любитель 10 çухрăмлă çуран чупура та, 40 çухрăмлă велочупура та, ăмăртăвăн юлашки тапхăрĕнчи 5 километрлă дистанцире те (пĕр чарăнми икĕ сехет çурă хушши!) ентешĕсене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. 
Районта пурăнакансенчен йылайăшĕ ун çинчен нимех те пĕлмест. Çавăнпа та хаçат вулакансене Раççей спорт ăмăртăвĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ дуатлонистпа çывăхрах паллаштарасшăн. 
В.Каримов Шăмăршăра çуралса ỹснĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Çăмăл хускануллă, йăрă арçын ача хăйне сăпайлă та вăтанчăклăн тыткаланине калаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенчен кĕрешỹ енĕпе кăна хутшăннă - самбо тата дзюдо тупăшăвĕсенче вара районта кăна мар, республикăра та час-часах Дипломсем çĕнсе илнĕ (тренерĕ А.Ичанкин). 
Çитĕнсе пынăçемĕн çар тивĕçне пурнăçласси унăн пурнăçĕнче пĕрремĕш вырăна тухать. Каримовсен йăхĕнче салтак атти тăхăнман арçын пулман: аслашшĕ Петр Алексеевич лейтенант Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă, ашшĕ Валерий Петрович виçĕ çул спорт ротинче службăра тăнă. Василий аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра хăй тĕллĕн тренировкăсенче пиçĕхме тытăнать - çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупса сывлăхне çирĕплетет, вăй-халне тĕреклетет. Çакăнтан пуçланнă та спортра çирĕп тĕллевсем лартса пурнăçа кĕртесси. 
Тăрăшни сая кайман. Çар службине ракета çарĕнче ирттерме тивĕçет В.Каримов. Унта çирĕп сывлăхлă, яваплă, дисциплинăна пăхăнакан, хăйне хăй хистеме пултаракансене кăна илеççĕ. Çарта 2 çул пулнă хыççăн та спорт ун пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнма пăрахмасть. Ашшĕ пекех сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнать. Кашни кунах ĕçе - вăл Шупашкарта «Букет Чувашии» фирмăра ĕçлет - 5 километра е çуран чупса, е велосипедпа çỹрет. Канмалли кунсенче те çав йĕрке - пĕр кун сиктермесĕр, çулла та, хĕлле те. Велосипечĕ вара заводран 1976 çулта кăларнăскерех, унран та аслăрах, пурпĕрех тỹсĕмлĕ. Унпа вăл хăш чухне тăван килне Шăмăрша та килсе каять. Ăмăртусене те хутшăнать. Спорта ачисене те пĕчĕкренех явăçтарать - вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Асли - 10 çулхи Семен - ашшĕпе танах вăтам дистанцисене чупать, кĕрешỹ секцине те çỹрет. 
Мĕнле çитĕнỹсем-ха хăй тĕллĕн аталанакан спортсменăн? 
- Çитĕнỹшĕн мар, хамшăн çеç, чун туртнипе пушă вăхăта спортпа ирттеретĕп, - сăпайлăн хуравлать ман ыйту çине Василий Каримов. - Хамахам тĕрĕслесе пăхма тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнатăп. Акă çак кунсенче Шупашкарта 29-39 çулхи çăмăл атлетсем хушшинче 2000 метр чупса 5-мĕш вырăн йышăнтăм. Унччен кăшт маларах Звенигово хулинче 10500 метр чупса призер пулнăччĕ. Кăçал тата 400 метр чупса Диплом илнĕччĕ... Тĕрĕссипе, медальсемпе Дипломсем мар, хам спорта, активлă канăва юратни, ыттисем пекех пысăк хăвăртлăхпа тĕрлĕ дистанцие парăнтарма пултарни хаклăрах. 
- Дуатлонпа çыхăннă ĕмĕтсем те пур пуль-ха? 
- Пĕлтĕртенпе кăна хутшăнатăп-ха ку спорт тĕсĕпе - питĕ интереслĕ! Триатлонпа тата кăсăклăрах. Малашне те хам пек любительсемпе тĕл пулса тупăшма, вăй-хала тĕрĕслеме кăмăл пур. 
Василий Каримова, спорта парăнса хăй тĕллĕн аталанакан çирĕп тĕллевлĕ ентеше, спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума ăнăçу сунатпăр. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика