Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем - урамшăн, ялшăн

21 сентября 2018 г.

Тирпей-илем - урамшăн, ялшăн

ЮЛАШКИ çулсенче районти ял тăрăхĕсем хушшинче конкурссем ирттересси йăлана кĕчĕ. Тирпейлĕ ял, урам, уйрăм хуçалăх тата ытти те. Çак конкурссен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кашни ялтах халăх тирпей-илемшĕн тăрăшни сисĕнет. Эпир нумай çул каярах пахчара чечек лартса ỹстерекенсем сахаллăн пулнине лайăх астăватпăр. Юлашки вăхăтра ял урамĕпе утнă май хитре чечексем çине пăхса савăнатпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек ỹстерме çут çанталăка юратакансем кăна пултараççĕ.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Шăмăршăра Илпек урамĕнчен Ленин урамне пăрăннă çĕрте Петр Поляков çемйи пурăнать. Вĕсем иккĕшĕ те пенсионерсем. Арçынни хĕлле те, çулла та пỹрт умĕнчи тирпейлĕхшĕн тăрăшать. Нина мăшăрĕ илемлĕ чечексем лартса ỹстерет. Çак урампа иртсе çỹрекенсем яланах йышлă, уйрăмах больницăна килекенсем. Паян эпĕ çакна асăрхарăм. Икĕ хĕрарăм вĕсен пахчи умне чарăннă та тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ. Чăнах та тĕлĕнмелле: çĕр çинче те, пахча карти çийĕнче те, пусă таврашĕнче, никĕс çинче пĕчĕк витресем çинче куçа шартарса яракан чечексем. Миçе тĕрлĕ вĕсем? Уйрăмах тĕрлĕ тĕслĕ георгинсем йышлă. Вăрлăхне те, калчине те Нина хăй ỹстерет. 
Кĕрхи кунсем пуçланчĕç. Сивĕсем пуçланиччен, мĕн çĕр шăничченех савăнтарса тăраççĕ хитре чечексем хуçине те,иртен-çỹрене те. Вут-хĕмле йăлкăшса тăраççĕ. Хуçасем çĕр улми пахчине тытнă картине те хитре сарă тĕслĕ сăрăпа сăрланă - çакă та урама илем кỹрет. Пĕрин кăна тăрăшни çителĕксĕр - урамра пурăнакансен кашнийĕн çапла тăрăшмалла. Пурте сăнанă ĕнтĕ: хăтлă çуртăн та, темле хаклă материалтан тунин те, урамра тирпейлĕх пулмасан, илемĕ çухалать. 
Урамри тирпейлĕхшĕн уйрăмах пирĕн, Шăмăршă ялĕнче пурăнакансен, тăрăшмалла. Эпир район сăн-пичĕ. Космовский урамĕнчи тирпейлĕх кăна çителĕксĕр. Ленин урамĕнчи парка, палăк умне чечек çыххисем хума çамрăк мăшăрсем, тĕрлĕ делегаци хăнисем час-часах чарăнаççĕ. Анчах та унта илсе пыракан Ленин урамĕнчи тирпейлĕх хальлĕхе никама та тивĕçтермест. Кун пирки Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн те манса каймалла мар. 
Ф.КУЗНЕЦОВА, 
ĕç ветеранĕ,
Шăмăршă ялĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика