Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупу пурне те пĕрлештерет

18 сентября 2018 г.

Чупу пурне те пĕрлештерет

ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх, кашни çулах сентябрь уйăхĕнче «Наци кросĕ» чупу иртет. Кăçал вăл сентябрĕн 15-мĕшĕнче, Шăмăршăра дуатлонпа Раççей чемпионачĕ пынă вăхăтра пулчĕ. Спорт уявне ватти-вĕтти, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, тĕрлĕ предприяти-учреждени ĕçченĕсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем пухăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕ. 
- Спорт пире сывлăх, хавас кăмăл-туйăм парнелет, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Наци чупăвне хутшăнни ĕçре тата вĕренỹре çитĕнỹсем тума хавхалантартăр, - терĕ Владимир Васильевич, пурне те ăнăçу суннă май. 
Вăл та ыттисемпе пĕрле VIP-чупăва тăчĕ. Унта район администрацийĕн пайĕсен тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем тата дуатлон ăмăртăвне курма килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. 
Кăçалхи чупура çак дистанцие чи малтан Елчĕкрен килнĕ хăна А.Васильев парăнтарчĕ. Ун хыççăн район администрцийĕн йĕркелỹ пайĕн ертỹçи - В.Дмитриев тата районти полици уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Тепитов чупса çитрĕç. 
Хĕрарăмсенчен чи хăвăрт чупакан Н.Павлова (райадминистраци) пулчĕ. Иккĕмĕш кăтарту - Шăмăршăри тĕп больница ертỹçин И.Смирнован. Виççĕмĕш вырăнта та районти администраци ĕçченĕ - Н.Федорова. 
Тепĕр ушкăнри чупура финиш хăйăвне Г.Сорокина татрĕ. Ун хыççăн А.Мударисова тата А.Карсакова чупса çитрĕç. 
Шкул ачисем чупăва нихçанхинчен йышлă хутшăнчĕç. Арçын ачасенчен чи çивĕччи Костя Ефимов пулчĕ. Унăн шăллĕ Александр тетĕшне кăшт çеç хăваласа çитеймерĕ - виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Антон Чураев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрсенчен дистанцие чи малтан, яланхи пекех, Кристина Чебан çил пек ыткăнса вĕçлерĕ. А.Сергеева тата В.Зайцева - призерсем. Питех те кăмăллă, шкул ачисемпе пĕрле 1000 метрлă дистанцире класс руководителĕсем тата учительсем те чупрĕç, вĕренекенсене ырă тĕслĕх кăтартрĕç. 
«Чи çамрăк спортсмен» ята садике çỹрекен ачасем: Роман Павлов, Максим Фомин, Маргарита Филиппова - тивĕçрĕç. Вĕсем амăшĕсемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса тăрăшса чупрĕç. Çапла пĕчĕкскерсем аслисемпе пĕрле спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхаççĕ. 
Аслă ăрури спорт хастарĕсем: Л.Никитина тата В.Семкина. 
Пĕтĕм Раççейри Наци чупăвĕ районти кашни ял тăрăхĕнчех активлă иртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе çемьесем, шкул ачисем тата ĕçлекен çамрăксем хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Чупу уйрăмах Шăмăршă ялĕнче йышлă, пысăк хавхалуна иртрĕ. Наци чупăвне хутшăнма кăмăл тăвакансен хисепĕ çулран çул ỹсет. Спортпа туслисен кăна мар, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен шучĕ те çапла ỹссех пырасса шанас килет. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика