Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă Раççей чемпионатне ирттерчĕ

18 сентября 2018 г.

Шăмăршă Раççей чемпионатне ирттерчĕ

ИРТНĔ канмалли кунсенче Шăмăршă хĕрỹ спорт шавĕпе пурăнчĕ. Кунта çĕршыв шайĕнчи дуатлон ăмăртăвĕ кĕрлесе тăчĕ. Республика тĕп хулинчен чи аякри район центрĕ Раççей чемпионачĕ ирттерме тивĕçни хăех çав тери пысăк пулăм. Çакă ахальтен мар, паллах. Çĕнĕ Шăмăршăра çитĕннĕ триатлон спорт мастерĕ Дмитрий Ефимов тата Илья Хлюкин - çак енĕпе хальлĕхе спорт мастерĕн кандидачĕ - тăван района Раççей шайĕнче çĕклесе тăни пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Акă 17 çулхи И.Хлюкин юниор Чăваш Ен пĕрлештернĕ командинче чи пултаруллисенчен пĕри. Халĕ те вăл эстафетăра республика командине 3-мĕш вырăна тухма пулăшрĕ. Илья хăйĕн спорт çитĕнĕвĕсемпе пире малашне те савăнтарса тăрасса шансах тăратпăр.
Çуллахи пек хĕвеллĕ те уяр кану кунĕсенче Шăмăршăри Космовский урамĕ, çĕршывăн 14 регионĕнчен 200 ытла спортсмена кĕтсе илме уяври пек капăрланнăскер, ватти-вĕттине илĕртсе тăчĕ. Спорта кăмăллакансене хамăр районтан кăна мар, кỹршĕ районсенчен те пуçтарчĕ. Çакăн чухлĕ дуатлонист нихăçан та велосипедпа ыткăнман çак урампа. Республикăри нихăш ялта, районта та пулман кун пекки! Чемпионата йĕркелесе ирттерекенсем те çакна палăртаççĕ. Тата пирĕн халăх, куракансем çав тери тарават, ăшă кăмăллă пулни çинчен калаççĕ. Чăннипех те, куракансем кашни спортсмена, вăл хăш регионтан пулнине пăхмасăр, хавхалантарса тăчĕç. Камшăн «чирлетĕр» тесе ыйтсан, пурте пĕр харăс: «Пуриншĕн те!» - теççĕ. Шкулсенчен явăçтарнă волонтерсем те судьясене хаваспах пулăшса тăчĕç. Хăнасенчен кашнийĕ - Краснодартан Красноярск таранах - Шăмăршăра пурăнакансене çапла ăшă кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ. «Пирĕн чăваш халăхĕ ĕмĕртен çапла тарават, эпир те аслисен ырă йăли-йĕркине тытса пыратпăр», - кĕскен хуравлатăп вĕсен ыйтăвĕсем çине. 
Пĕрремĕш кун - сентябрĕн 15-мĕшĕнче - тĕрлĕ ỹсĕмри дуатлонистсем уйрăммăн тупăшрĕç. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхрĕç. Хальхинче вĕсенчен 13 çул тултарайманнисен ушкăнĕнчи К.Кудряшов кăна палăрчĕ пулсан та (2-мĕш вырăн!), çак çитĕнỹ тата çамрăксем дуатлонпа интересленни питĕ савăнтарать. 
Аслă çулсенчи паллă спортсменсемпе пĕрле пирĕн ентешсем те тупăшма хăюлăх çитерни тата ытларах кăмăла çĕклет. Сăмах - 40 çулхи Н. Тепитов полици майорĕпе унран 2 çул кĕçĕнрех В.Каримов çинчен пырать. Вĕсем спортпа ĕç хыççăнхи пушă вăхăтра хăйсем тĕллĕн аталанаççĕ. Такам хистенипе мар, чун туртнипе. Вĕсем те Раççей шайĕнчи профессионалсем пекех спорта пуçĕпех парăннине çирĕплетрĕç: пĕр чарăнми 40 километр велосипедпа тата 15 километр çуран пысăк хăвăртлăхпа чупрĕç. Наиль Абрарович 40-44 çулсенчи спортсмен- любительсем хушшинче - çĕнтерỹçĕ, Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Василий Валерьевич - 2-мĕш призер Дипломне тивĕçрĕç. Маттур та-çке пирĕн ентешсем! 
Иккĕмĕш кун - эстафета ăмăртăвĕ. Тупăшу питĕ хĕрỹ иртрĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри 37 команда малти вырăнсемшĕн кĕрешрĕ. Космовский урамĕнчи асфальт спортсменсен хăвăртлăхĕпе тата хĕвел хĕртнĕрен вĕресе кайманни кăна. Кунта Чăваш Ен командисем темиçе хут та палăрчĕç, пъедесталăн картлашкисем çине хăпарма тивĕçрĕç. Куракансем вара пурне те ăшшăн саламласа, финишра алă тăсса кĕтсе илчĕç. Кунта эпир каллех Вячеслав Вичужанин спорт комментаторне хăмăрăн ырă туйăмсемпе тĕлĕнтертĕмĕр. Иккĕмĕш кунхине хăнасем эпир пурне те ырă çеç суннине хăнăхса çитрĕç пулсан та. Аякри хăнасем вара район администрацийĕн пуçлăхне В.Денисова, «Туслăх» спорт шкулĕн ертỹçисене С.Измукова тата Л.Фоминана - ăшшăн кĕтсе илсе пурăнма кирлĕ условисем туса панăшăн тата ăмăртăвайĕркелеме пулăшнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç. 
- Каяс та килмест çав тери кăмăллă, сар хĕвел пек хĕрỹ та илĕртỹллĕ Чăваш Енрен, - терĕ сывпуллашнă самантра Ижевскран килнĕ комментатор Вячеслав Алексеевич. - Тата сăлтав тупăнĕ-ши кунта тепре пулса курма? - кăмăл-туйăмне ирĕке ячĕ вăл, - хаваспах килĕттĕм!
Хальхи вăхăтра спорт уявне йĕркелесе ирттерме тараватлăхсăр пуçне укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Спонсор пулăшăвĕ панă ырă кăмăллă çынсене хаçат урлă тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем çаксем: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков, О.Хлюкин, Эдуард тата Андрей Ларшниковсем, Александрпа Игорь Егоровсем, Г.Макаров, В.Абсалямов, А.Кузьмин, П.Малеев, П.Майоров. Сирĕн кулленхи ĕçĕрсем яланах ăнăçса пыччăр! 
Спорта юратакансене вара спортра палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тỹсĕм, ăнăçу сунатпăр. 
Г.ИВАНОВА.
Шăмăршă Çинчен
Андрей ЧЕКУНОВ, 
тĕнче тата Раççей шайĕнчи судья, Екатеринбург хули: 
- Шăмăршăра тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, ăшă туйăмлă халăх пурăннинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Ăмăрту та питĕ йĕркеллĕ, пĕр пăтăрмахсăр иртрĕ. Юнашарах ылтăн тăрăллă чиркỹ пулни те пулăшрĕ-ши? Район администрацийĕн ертỹçи пирĕнпе икĕ кун иртен пуçласа каçчен пулни, кирлĕ условисемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшса çỹрени тата ытларах тĕлĕнтерет. Тавтапуç пурне те çакнашкал пысăк мероприятие лайăх ирттерме май туса панăшăн! 
Вячеслав ИЛЬИН, 
Чăваш Республикин ГТРК спорт комментаторĕ: 
- Чăваш ялĕнче спорта кăмăллакансем çакăн чухлĕ пулни питĕ савăнтарать. Шăмăршă ялĕ чăн-чăн спорт центрĕ пулма пултарать. Халиччен дуатлонпа ял условисенче çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăрту ирттерни пулманччĕ-ха. Аякри ял çак чыса тивĕçни малашне те шăмăршăсене спортра тата пысăк çитĕнỹсем тума пулăшатех тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика