Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паллă ентешĕмĕре асра тытса

Кĕчкей ялĕнче çуралса ỹснĕ Ираида Григорьевна ВДОВИНА чăваш халăх юррисене нумай пухнипе, вĕсене тĕрлĕ концертсенче юрласа анлă сарнипе палăрнă. Вăл çуралнăранпа авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ. И.Вдовинăна халалланă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников тата унăн çумĕ - район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова хутшăнчĕç. Анатолий Аркадьевич Ираида Вдовина чăваш халăх юррисене упраса хăварас тата халăхра сарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Ветерансен Канашĕн председателĕ Р.Васильева та (сăнỹкерчĕкре) И.Вдовина пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Паллă ентешĕмĕре халалласа вăл çуралнă çурт çине асăну хăми вырнаçтарчĕç. Ун ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе çак сăваплă ĕçе Кĕчкей ялĕн çыннисем те активлă хутшăннине (ялĕпех укçа пухнă) палăртса хăвармалла. И. Вдовина 40 çула яхăн Çĕрпỹ районĕнчи шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Пирĕн ентешĕмĕрĕн ĕçне-хĕлне пысăка хурса, çĕрпỹсем çулсеренех ун ячĕпе халăх юррисен фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал та иртнĕ юнкун юбилей тĕлне "Ай, юрлар-и." фестиваль пулчĕ. Унта Ираида Вдовинан хĕрĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем те хутшăнчĕç. Пирĕн районтан Сĕнтĕрпуçĕнчи "Сĕнтĕр" халăх фольклор коллективĕ, Ю. Клементьева тата Л. Абрамов солистсем фестивале хутшăнчĕç. Фольклор коллективĕн юрлас ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулнине палăртса, ăна дипломпа чысларĕç. Амăшĕн пултарулăхне çапла хакланăшăн ачисемпе мăнукĕсем те сĕнтĕрпуçсене Тав хучĕ парса хавхалантарчĕç.

Н.СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 сентября 2018
08:51
Поделиться