Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ыран - Сывлăхпа спорт кунĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн шăматкун, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Сывлăхпа спорт кунне ирттерме палăртнă. Çавна май шăматкун "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕрех кайма, хăвăра килĕшекен спорт вăййине выляма е шыва кĕме пултаратăр.

Сывлăхпа спорт кунĕ районти ял тăрăхĕсенче те иртмелле. Çак кун шкулсен спортзалĕсемпе стадионĕсем те сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене хапăл тусах йышăнĕç.

Палăртмалла, çитес Сывлăхпа спорт кунĕ октябрĕн 20-мĕшĕнче пулать.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
21 сентября 2018
14:48
Поделиться