Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă чаршав" фестиваль республика шайĕнче иртĕ

14 сентября 2018 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та эпир театр пултарулăхĕн "Асамлă чаршав" фестивальне йĕркелесе ирттерĕпĕр. Анчах та ытти çулсемпе танлаштарсан, ЧР Культура министерстви пил панипе асăннă фестиваль кăçал республика шайĕнче иртĕ.

"Асамлă чаршав" фестивале кăçал пирĕн районсăр пуçне Çĕмĕрле, Етĕрне, Элĕк, Муркаш районĕсем хутшăнма кăмăл турĕç. Эпир Шупашкарти жюри членĕсемпе пĕрле çак районти артистсем вылянине çитсе курăпăр.

Пирĕн районта вара фестиваль шайĕнчи пĕрремĕш спектакль октябрĕн 2-мĕшĕнче пулать, ăна районти Культура çурчĕн артисчĕсем лартса парĕç. Ял тăрăхĕсенче спектакльсене октябрь тăршшĕпех лартĕç, унтан октябрĕн 29-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче чи лайăх спектакльсене палăртакан гала-концерт пулать.

Сăмах май, кăçалтан спектакльсене икĕ номинаципе хаклăпăр: халăх театрĕсем лартса панисем тата "халăх" ятне тивĕçмен коллективсен спектаклĕсем.

Районта пурăнакансене пурне те фестиваль шайĕнче кăтартакан спектакльсене çитсе курма чĕнетпĕр.

Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика